08 февраля 2014 г.
Тăван районăмăрăн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне йĕркеленĕ смотр-конкурса черетпе февралĕн 6-мĕшĕнче пиллĕкмĕш поселенин — Элпуç ял тăрăхĕн пултарулăх коллективĕ — малалла тăсрĕ. Владимир Гордеев пуçлăх ял тăрăхĕн паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн концерт пуçланчĕ.
Ялти артистсем çак куна тĕплĕн, тăрăшса хатĕрленнине куракансем пĕрремĕш самантранах туйса илчĕç пулĕ. Вĕсем репертуара тĕрлĕ жанрсенчен тăракан номерсем кĕртнипе залра ларакансене пĕрре те кичем пулмарĕ. Программа асламăшĕпе амăшĕ мăнукне, хĕрне тăван чĕлхе, çуралнă кĕтес пĕлтерĕшне, вĕсем çыннăн пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăннине ăнлантарнинчен пуçланчĕ. Хĕрсемпе каччăсем улах ларнине кăтартса пани, ватăсем, ал ĕçĕ тунă май, çамрăксемшĕн чунтан савăнни аваллăха аса илтерчĕ. Сцена çине ял поселенийĕнчи 5 ялта пурăнакан чăвашсемпе тутарсем — тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем, ачасенчен пуçласа шур сухалсем таранах, тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансем тухрĕç. Вĕсем хăйсен çуралнă кĕтесне, района, Чăваш Енпе Раççее, туслăхпа тăванлăха мухтаса çырнă юрăсем шăрантарчĕç. Чăваш, вырăс тата тутар халăхĕсен илемлĕ ташшисене парнелерĕç. Кашăкçăсемпе хут купăсçăсен ансамблĕ калакан çемĕпе такмаксем аван янăрарĕç.
Элпуç тăрăхĕнче пурăнакансем юрă-ташăра яланах ăста пулнă, ку паянхи кун та çаплах. Çакна смотр-конкурс тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Пирĕн районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те питĕ пултаруллă. Вĕсем сцена çине вырăнти артистсемпе пĕрле тухса юрлани, купăс калани концерта сум, коллектива вăй-халпа шанчăк кÿрет.
Комсомольски районĕн юбилейне халалласа ирттерекен смотр-конкурсăн тĕллевĕ чылай. Çапах художество пултарулăх коллективĕсен ĕçне лайăхлатса çÿллĕрех шая çĕклессине, талантлă çынсене тупса палăртассине, районта пурăнакан халăхсен культурипе йăли-йĕркине упраса хăварассине, художество пултарулăх коллективĕсене ытларах çын явăçтарассине тĕп тĕллевсем тесе палăртас килет манăн. Асăннă самантсене февралĕн 6-мĕшĕнче Элпуçсем лартнă концерт шухăш тĕшшипе, ĕлĕкхипе паянхи кунсене çыхăнтарнипе туллин тивĕçтерчĕ тесе калама пулать. Тăван кĕтесе, чăваш халăхне мăнаçлани пĕтĕм программа витĕр тухнине палăртма кăмăллă. Артистсен пултарулăх шайне вара ятарлă жюри хак парĕ.
Смотр-конкурса февралĕн 21-мĕшĕнче Александровка ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕ малалла тăсать. Яланхиллех, концерт район центрĕнчи культурăпа кану центрĕнче 18.30 сехетре пуçланать.
Л.ШУРЯШКИНА
Источник: "Каçал Ен"