Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерана чысланă

29 января 2014 г.

Элпуçĕнче пурăнакан Сайре Тимергалиевна Тазетдинова январĕн 27-мĕшĕнче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев саламланă. «Эпир сирĕн ăрупа — паттăрсен ăрăвĕпе — мухтанатпăр»,— тенĕ Михаил Романович ĕç ветеранне саламласа.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ юбиляра парнепе пĕрле Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин янă салам çырăвне те панă.

Колхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă Сайре аппана çавăн пекех Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Ремис Мансуров, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Евтихий Иванов, библиотека ĕçченĕ Роза Розова тата ыттисем те саламланă, ырлăх-сывлăх суннă, асăнмалăх парнесем панă.

Хисеплесе килнĕ хăнасене Сайре аппа тав тунă, вĕри чейпе сăйланă.

Сăмах май, Сайре Тимергалиевна 7 ача пăхса ÿстернĕ. Паянхи кун кинемей Альмир ывăлĕн çемйипе пурăнать. Вăл — «Дружба» кооператив ĕçченĕ. Кинĕ Мерзения суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшать.

 

М.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика