Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир ирттернĕ

25 декабря 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун Элпуç ял тăрăхĕнче И.Гавриловпа В.Тазетдинов воин-интернационалистсене, çар тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра пуçĕсене хунă Ю.Яковлева, А.Иванова тата Р.Гафурова асăнса мини-футбол турнирĕ йĕркеленĕ. Сăмах май, çакăн пек мероприяти 1987 çултанпа иртет.

Чи малтанах спортсменсене ăнăçу сунса «Дружба» кооператив председателĕ Р.Мансуров, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Гордеев, Хирти Явăш тĕп шкулĕн директорĕ Н.Ильин тата ыттисем те сăмах тухса каларĕç.

Ăмăртура пурĕ 5 команда вăй виçрĕ. Хĕрÿ тупăшура «Дружбăсем» чи ăстисем пулнине çирĕплетрĕç, пĕрремĕш вырăна тата кубока çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕшсем Патăрьелсем («Темп» команда) пулчĕç, виççĕмĕшсем — Хирти Сĕнтĕрсем («Гигант» команда).

Вăйă судйисем «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята Рустем Асейнова («Дружба») парса чысларĕç. «Гигант» команда вратарьне Евгений Федорова та парне пачĕç. «Чи лайăх хÿтĕлекен» ята вара «Темп» командăри Юрий Макаров тивĕçрĕ.

Вăййа ирттерекенсемпе куракансем ял тăрăхĕн депутатне Ф.Ф.Асейнова тата «Дружба» кооператив правленине спонсорла пулăшу панăшăн тав турĕç.

Н.РОЗОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика