Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк хак пачĕç

13 ноября 2013 г.

Тăван тавралăх, тăван кĕтес, тăван ял историне, йăх-несĕлне, паллă çынсене тĕпчекен çынсем пирĕн хушăра нумай мар. Апла пулин те çак ĕçе чунтан парăннисем пур. Вĕсенчен пĕри — Анатолий Агафонов (Эльбаш). Ноябрĕн 7-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра тавра пĕлÿçĕн «На реке малая Хундурла» («Тип Хăнтăрла шывĕ çинче») ятпа пичетленнĕ пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисене пăхса тухса хакларĕç. Презентацие вулакансем, учительсем тата тĕп библиотека çумĕнчи ветерансен «Надежда» клубăн членĕсем хутшăнчĕç.

Пухăннисем «Чтоб знали и помнили» выставкăпа, кĕнекесем тăрăх хатĕрленĕ слайд-презентаципе паллашрĕç. Е.Хораськина, В.Боровкова библиотекарьсем А.Агафонов кĕнекисем çинчен анлăн каласа пачĕç. В.Зайцева учительница автор кун-çулĕпе паллаштарчĕ. А.Агафонов пурнăçĕ çамрăксене вĕрентсе воспитани парас, халăхăн культура шайне ÿстерес ĕçре иртнĕ. Вăл общество ĕçне яланах активлă хутшăннă. Ялсен историйĕпе, унта пурăнакансен тата пурăннă çынсен кун-çулĕпе, шăпипе интересленнĕ, тĕпчев ĕçĕсене хаçатсем çине çырса пысăк ĕç тунă. Краеведени ĕçĕ ăна Элпуç ял тăрăхĕнчи ялсен историне тĕпчесе кĕнеке çырма хавхалантарнă.

Анатолий Герасимович хăйĕн сăмахĕнче кĕнекесене çырас ĕçре пулăшнă учительсене, ял çыннисене, уйрăмах кĕнеке пичетлеттерме укçа-тенкĕпе пулăшнисене чĕререн тав туни çинчен каларĕ. Хавхалану малалла ĕçлеме хистенĕ. Вăл халĕ пуçланă ĕçе малалла тăсса виççĕмĕш кĕнеке çырма материалсем пухни çинчен каласа пачĕ. Çĕнĕ кĕнекере вăл вăрçăра «хыпарсăр çухалнă» тесе Астăвăм кĕнекене кĕртнĕ ял çыннисен шăпи çинчен, вăрçăра пуç хунисен çемйисен пурнăçĕ, ĕçĕ пирки каласа парасшăн. А.Агафоновăн сăваплă ĕçне пысăк хак парса Р.Моисеев, Ф.Прищеп тата ыттисем те сăмах каларĕç.

Элпуç культура çурчĕн хастарĕсем презентацие хутшăннă çынсене илемлĕ юрăсемпе хавхалану кÿчĕç.

 

Р.МОИСЕЕВ,

Е.ХОРАСЬКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика