Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен кунне ирттерчĕç

02 ноября 2013 г.

Иртнĕ кунсенче «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем Ваттисен кунне ирттерчĕç. Çак кун ирхине культура тытăмĕнче тăрăшакансем хуçалăх автопаркĕнче юрă-ташăпа савăк кăмăл парнелерĕç. Каярахпа ватти-вĕтти Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕн актовăй залĕнче пуçтарăнчĕ. Пухăннисем умĕнче ветерансен совечĕн председателĕ Евтихий Иванов, Анатолий Агафонов тавра пĕлÿçĕ, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров тата ыттисем те ватăсене ырлăх-сывлăх сунчĕç. «Тивĕçлĕ канура пулсан та ял хуçалăхне пысăк пулăшу паратăр. Уншăн сире пурне те — пысăк тав»,—терĕ Ремис Мансурович.

Юлашкинчен тĕп хуламăртан килнĕ эстрада çăлтăрĕсем юрă-ташă концерчĕ парнелерĕç, куракансен кăмăлне çĕклерĕç.

Р.РОЗОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика