23 октября 2013 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Чăваш Енре икĕ кунлăх ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă май патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăмĕнче «пĕр чÿрече» мелпе мĕнле ĕçлени пирки Шупашкарта канашлу ирттернĕ. Михаил Бабич хăйĕн ум сăмахĕнче 2010 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 210 №-лĕ «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем çинчен» Раççей Федерацийĕн федераллă саккунĕн пиллĕкмĕш юлашки тапхăрĕ хальхи самантра пурнăçа кĕрсе пынине асăннă. Михаил Бабич ку енĕпе хальхи пурнăçпа тан пыракан информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе Чăваш Енре пысăк ĕçсем туса ирттернине палăртнă. Паянхи куна хăш-пĕр ыйтусемпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парас ĕçсемпе çирĕп ăнлавсем те çук: пулăшу парас ĕçсен эффективлăхĕ пур е çук, ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ-и, вĕсем усă курĕç-ши, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон формин тытăмĕнче федераци шайĕнче саккунсен базине ылмашусем кĕртмелле е çук — çак ыйтусем кăсăклантарнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ тăратнă ыйтусене татса парасси пĕлтерĕшлĕ пулнине, халăх ыйтнипе кирлине лайăх ăнлантарса пама сĕннĕ канашлăва хутшăннисене. Михаил Игнатьев республикăра ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăмĕнче лайăх ĕçлесе пынине асăннă. Вăл çавăн пекех паянхи кун Чăваш Ен çыннисемшĕн компьютерсене Интернетпа çыхăнтарни паха пулнине каланă. Республикăри влаç органĕсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен тытăмĕ (СМЭВ) вăхăта та, укçа-тенке те перекетленине туйса илчĕç. Влаç органĕсен сотрудникĕсем патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе лайăх çыхăнса ĕçлеççĕ.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарти нумай функциллĕ центрта (НФЦ) пулнă. Вăл кунта «пĕр чÿрече» мелĕпе паракан пулăшусен тĕсĕсемпе паллашнă.
Чăваш Енре «пĕр чÿрече» мелĕпе кашни хулапа районта пулăшу илме пулать. Республикăра нумай функциллĕ 26 центр, вĕсенчен 25-шĕ ĕçлет. М.Бабич çитсе курнă центрта паянхи кун «пĕр чÿрече» мелĕпе 140 тĕрлĕ пулăшу параççĕ. Ытларах граждансем çак меслете ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе çыхăнма, куçман пурлăха регистрацилеме, ачисене шкул çулне çитмен учрежденисене черете тăратма, хваттер черетне тăма, паспортсене улăштарма, вĕренÿ ĕç-хĕлĕпе лицензи илме, алкоголь продукцине ваккăн сутма лицензи илме усă кураççĕ.
Михаил Бабича универсаллă электрон картти епле ĕçленине кăтартнă. Тĕп хулари НФЦра çак кунсенче УЭК илме заявлени йышăнакан 13-мĕш пункт уçнă. Çакăн пек пунктсем Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче, Шупашкарпа Муркаш районĕсенче те пур. Проект пурнăçа кĕме пуçланăранпа республикăри 1300 çын УЭК илме заявлени çырнă, вĕсенчен 943-шĕ карттăна алла илнĕ те ĕнтĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"