10 августа 2013 г.
Августăн 7-мĕшĕнче Комсомольски район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен иккĕшĕ Пуху маларах тунă йышăнусене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов Комсомольски районĕн 2013 çулхи бюджетĕнче епле улшăнусем пуласса депутатсене тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Районăн кăçалхи бюджечĕ 495 млн тенке яхăн пулĕ. «Кун пек цифра халиччен пулманччĕ-ха. Социаллă инфраструктурăна аталантарма республика бюджетĕнчен тавăрса памалла мар 115 млн та 275 пин тенкĕ хушса панипе çакăн пек кăтарту патне çитрĕмĕр», — палăртрĕ Евгений Иванович. Çавăн пекех вăл муниципаллă должноçсенче ĕçлекенсене ĕçшĕн тÿлессине малашне епле йĕркелесси çинчен те чарăнса тăчĕ.
Комсомольски районĕн Уставне федераллă саккун ыйтакан улшăнусем кĕртесси, муниципалитет служащийĕсене нумай ĕçленĕшĕн (выслуга лет) пенси тÿлемелли йĕрке тата ытти çинчен те йышăну турĕç депутатсем.
РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пайĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Çав тапхăрта преступленисен шучĕ пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ÿснĕ, çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ вара чакнă. Алкоголлĕ шĕвексем ĕçсе минрени чылай чухне çынсене усал ĕç тăвасси патне илсе çитерет. Талăкĕпе ĕçлекен кафесен шутне (вĕсем Комсомольскинче 6 таранах) чакарма сĕнчĕ Геннадий Николаевич. Çав заведенисенчен хăшĕсен туалечĕсем те, таса мар каяшсене кăларса ямалли сооруженийĕ те çук, ку вара тавралăхшăн та хăрушă.
Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă чухне ларăва хутшăнакансем пĕр шухăшлăн сасăласа пычĕç пулсан, «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ, Р.М.Мансуров депутат сăмах илнĕ хыççăн пурте чĕрĕлчĕç тейĕн. Ремис Мансурович Элпуç ял тăрăхне кĕрекен территоринчи çулсем питĕ япăхланса çитни, вĕсем тăрăх машинăпа та, çуран та çÿреме кансĕрри тата çак çулсене юлашки çулсенче юсаманни пирки сăмах хускатрĕ. «Хăш-пĕр çулсене вĕçĕмсĕрех юсаса тăраççĕ е çĕнĕрен сараççĕ пулсан, район пирĕн тăрăха ама çури ачисем вырăнне хунăнах туйăнать», — терĕ вăл пăшăрханса. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тата капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Александр Краснов çак çул сарлакăшĕ хальхи стандарт-сене тивĕçтерменнине, вăл 4 мар, 6 метрлă пулмаллине ăнлантарчĕç. Ăна сарма вара 240 млн тенкĕ кирлине, анчах та çак суммăна бюджетра хальлĕхе пăхса хăварманнине каларĕç. Апла-и, капла-и, «Дружба» ЯХПК ертÿçин, Элпуç тăрăхĕнче пурăнакансен чун ыратăвне район администрацийĕ ăнланса татăклă йышăну тăвасса, лару-тăру лайăх енне улшăнасса шанасах килет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çулсене юсакан организацисен ĕçĕ тивĕçтерменнине пĕлтерчĕç. «Вĕсем «саплăксем» лартса кайнă хыççăн асфальт çул якалса, тикĕсленсе юлмалла пек, анчах унта тĕмескесем пулса тăраççĕ», — терĕç вĕсем.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"