Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре – вăй

03 ноября 2012 г.

Хирти Явăшри «Йăвача» ача садне çумăрлă çанталăк текех хăратмĕ. Л.Петрова заведующи тăрăшнипе ача сачĕн çурчĕн çи виттине улăштарса çĕнни витрĕç. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама çăмăлах пулмарĕ. Пурте кар тăрса тăрăшса ĕçленипе çеç палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçларăмăр. Район администрацийĕ бюджетран укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Шифер кÿрсе килме «Дружба» колхоз председателĕ Р.М.Мансуров транспорт уйăрса пачĕ.

Кĕрхи сивĕ, çумăрлă çанталăка пăхмасăрах ача сачĕн ĕçченĕсем, кунта çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем хавхаланса ĕçлерĕç, виçĕ кун хушшинче витсе те пĕтерчĕç. В.Комиссаров, Н.Комиссаров, А.Алексеев, Л.Григорьев, А.Долгов, Н.Алексеев, А.Макаров, Э.Зарипова, Р.Садртдинов, А.Константинов, А.Сергеев маттур пулнине палăртса хăварас килет. Пысăк ĕçе пĕччен тăваймăн, пурте тăрăшни ăна кĕске вăхăтрах пурнăçлама май пачĕ. Ваттисем «пĕрлĕхре — вăй» тесе ахальтен каламан

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика