Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элпуçсем ентешне манмаççĕ

15 сентября 2012 г.

Темиçе çул каялла Элпуçсем яла кĕнĕ çĕрте ача-пăча площадки тунăччĕ. Ăна шалти ĕçсен органĕсен пенсионерĕ Александр Сметанин пуçарăвĕпе йĕркеленĕччĕ. Шел пулин те, 2 çул каялла вăл пиртен уйрăлса кайрĕ.

Акă нумаях пулмасть ял-йыш пухăнса çак площадкăна тирпей-илем кĕртрĕ. Уйрăмах Зайцевсем, Садртдиновсем, Долговсем, Прохоровсем, Сметанинсем тата ыттисем хастар ĕçлерĕç.

Ун хыççăн Александр Сметанинăн тĕп хуламăрти ĕçтешĕсем пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕç, ентешĕмĕрпе чăннипех те мухтанма пултарнине пĕлтерчĕç.

Ял çыннисем Александр Григорьевичăн ĕçтешĕсене унăн ятне асра тытма шантарчĕç.

Юлашкинчен Элпуçсем ентеше асăнса волейбол, футбол вăййисем ирттерчĕç.

Сăмах май, 1998 çултан пуçласа А.Сметанин Чечен Республикин территорийĕнче спецкомандировкăра 9 хутчен пулнă. Шалти ĕçсен министерствин «Гром» отрячĕн аслă оперуполномоченнăйĕ вилĕме пĕрре кăна мар куçран пăхнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика