Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш пиллĕ тĕл пулу

28 апреля 2012 г.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чылай ĕç ирттернĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — республикăмăрти чаплă та сумлă çынсемпе тĕл пулу ирттерни. Пирĕн шкула Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тата СССР тава ти-вĕçлĕ артистки Вера Кузьминична Кузьмина, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Лариса Васильева юрăç, чăваш тĕррин тата чăваш тумĕн ăсти Зинаида Ивановна Воронова килсе кайрĕç. Хисеплĕ хăнасене шкул ачисем савăнăçлă лару-тăрура çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасен программи анлă та ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Зинаида Воронова алăк урлă каçсанах хĕр ачасене чăваш тумĕсем тăхăнтартма тытăнчĕ. Кĕске вăхăт хушшинче пирĕн хĕр пĕрчисем чăн-чăн подиум çинчи чăваш пикисем пулса тăчĕç. Тури, анатри, анат енчи тата пушкăрт чăвашĕсен тумĕсем хĕрсем çинче ытла та илемлĕ курăнчĕç. Наташа Сусметова Лариса Васильева юрăçăн концерт тумне килĕштерчĕ. Кристина Никифорова пушкăрт чăвашĕсен тумне кăтартрĕ, Оксана Яковлева тури чăваш хĕрарăмĕн тумĕпе, Лилия Яковлева, Валерия Яковлева тата Снежана Сергеева паянхи çамрăксен тумĕпе халăх умне тухрĕç. Чăваш юрăçи, Хирти Мăрат кинĕ Лариса Васильева хăйĕн репертуарĕпе паллаштарчĕ, илемлĕ чăваш юррисене ытла та кăмăллăн шăрантарчĕ. Вера Кузьминична пирĕн пата хăнана килнине нумайăшĕ ĕненесшĕн те пулмарĕ. Сакăр вун тăххăра кайнă артистка Н.Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕ» драминчи монолога тата чăваш халăх поэчĕн П.Хусанкайăн сăввисене пăхмасăр вуласа тĕлĕнтерчĕ. Шкул администрацийĕ хаклă хăнасене чăваш культурине çамрăксем хушшинче сарнăшăн, шкула килсе хисеп тунăшăн тав турĕ. Ачасемшĕн çак кун чăн-чăн асамлă уяв пулчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика