Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Бриллиант туй» кĕрекинче ларма тивĕçнĕ мăшăр

20 июля 2011 г.

Хирти Мăрат ялĕнчи Александра Наумовнăпа Сидор Порфирьевич Степановсем пурнăçăн анлă та сулмаклă çулĕпе пĕрле утма пуçланăранпа 60 çул çитнине паллă турĕç. Çак уява халăх йышлăн пухăнчĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, тус-юлташĕ, кÿршĕ-аршă, тăванĕсемпе хăти-тăхлачисем кĕрекене ларнă мăшăра ăшă сăмахсемпе телей, сывлăх сунса саламларĕç. Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н. Гордеев та аслă ăрăвăн хисеплĕ çыннисене тимлĕхсĕр хăвармарĕ. Вăл пырса хапăл туни ватăсене питĕ савăнтарчĕ. Культура вучахĕн ĕçченĕсем Наталья Павлова, Минадора Гаврилова, Иван Анисимов тата Люда Алексеева медработник мăшăр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсене итлесе, хăйсене хисеп тунă çынсене тав туса ватăсен куççуль те тухрĕ. Кĕçех вĕсем аса илÿсен ытамне лекрĕç...

Санюк аппапа Çитăр тете мĕн ачаран ĕçпе туслă пулнă. Хирти Выçли ялĕн чипер пикине çамрăк каччă вăрттăн сăнаса юратса пăхнă, пырса калаçма вара ниепле те хăюлăх çитереймен. Пĕррехинче Çитăр тĕлĕк курать: унăн юратнă Санюкĕ Мăрат ялнелле утать пек, хыçалтан вара темĕнле мĕлке йĕрлесе пынăн туйăнать. Каччăн килĕ умне çитсен çав мĕлке çухалать.

Ку вăл Санюк ангелĕ пулнă тесе калаçать ватă арçын. «Вăлах пире пĕрле çемье çавăрма пил панă» тесе кăмăллăн хушса хурать.

1951 çулта Çимĕкре икĕ çамрăк чĕре пĕрлешнĕ. Александра Наумовна хăйĕн ĕмĕрĕнче сысна та пăхнă, вăрман та каснă, вăкăрсемпе суха тунă, Йĕпреçе тырă турттарнă. Вĕсен çулĕсенчи ача-пăчана ирех куршанак çыпçăннă çав. Вăхăчĕ йывăр пулнăран ачалăх ĕçпе иртнĕ. Вун иккĕри хĕрача колхоз лашисене пăхма, Чипчикпа Вихрь ăйăрсене итлеттерме пултарнине Санюк аппа тĕлĕнсе аса илет. Ĕçчен арăмăн упăшки те маттур пулнă. Сидор Порфирьевич аллинче ĕç вĕресе тăнă. Колхозра вăй хунă, стройкăра платникре тăрăшнă.

Хаяр вăрçă çулăмĕ витĕр тухса темиçе те аманнă. Апла пулин те Турри ăна киле чĕрĕ-сывă çавăрса çитернĕ. Хăй мĕн-мĕн курнине, тÿснине ватă фронтовик час-часах каласа парать, тек нихăçан та вăрçă ан пултăр тет. Çуратса ÿстернĕ 8 ачи, 17 мăнукĕпе вĕсен тĕпренчĕкĕсем çĕр чăмăрĕ çинчи пур халăх та сар хĕвел айĕнче савăнса пурăнччăр тесе яланах ĕмĕтленнĕ.

Степановсен йăхĕ тарăн та çирĕп тымарлă. Александра Наумовнăпа Сидор Порфирьевичăн 6 ывăлĕ те салтак тумне тăхăнса çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Асли, Кирилл, халĕ те Омск хулинче çар ĕçĕнче тăрать. Иккĕмĕш ывăлĕ — Михаил — Канашра тĕпленнĕччĕ. Шел те, вăл тата тепĕр ачи Анатолий вăхăтсăр çĕре кĕни ашшĕпе амăшне самаях хуçса хăварчĕ. Геннадий, Николай, Владимир ятлă ывăлĕсемпе ватăсем чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ. Вĕсем салтакра чухне килтисем мĕн чухлĕ пăшăрханман-ши!

Уйрăмах кĕçĕннинчен, Афган вăрçине кĕнĕскертен, 5 уйăх хыпар илменнишĕн куç хупмасăр пайтах каç ирттернĕ.

Хĕрĕсем — Антонинăпа Валентина — тăван киле килсех тăраççĕ, тĕрлĕ ĕç тума пулăшаççĕ.

— Телейсĕр мар ĕнтĕ. Мăшăрăм пурнăçра чăн-чăн тĕрек пулчĕ. Юратнах пулĕ çав,— тет сăпайлăн Санюк аппа.

Икĕ ватă пĕр-пĕрне ăшшăн ыталать, малашне те алла-аллăн тытăнса ĕмĕр вĕçне çитме шухăшлать.

Туй кĕрекинче ларакан мăшăрăн кăкăр тулли орден-медальне курсан, чăнах та, пурнăçĕ ахаль ирттерменнине туятăн. Вĕсем çине пăхсан чун-чĕрере ырă туйăм çуралать.

Ывăл-хĕре тĕрĕс воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çынсем ÿстернĕшĕн, пурнăçа пĕлсе пурăнма пултарнишĕн, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнишĕн Александра Наумовнăпа Сидор Порфирьевич Степановсене — çĕре çити тайма пуç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика