Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплетпĕр

25 мая 2011 г.

Комсомольски районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕнче тутарсемпе чăвашсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Шкулта юнашар ларса вĕренеççĕ, пĕр хуçалăхра ĕçлеççĕ, юлташланаççĕ, тăванлашаççĕ, мăшăрланаççĕ...

Хальхи вăхăтра ку пулăмсем никама та тĕлĕнтермеççĕ. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Хирти Явăш хĕрĕ тутара качча тухать тени пуриншĕн те кĕтменлĕх пулнă. Çавăнпах-тăр туй кунĕнче ял клубне çын питĕ нумай пуçтарăннă: пĕркенчĕкпе хупланнă Маруçпа хура костюм тăхăннă Селимдянăн тăванĕсем кăна мар, хурăн тăрринчен хурăнташ тивменни те йышлă пулнă... Ильязовсем 1975 çулта пĕрлешнĕ. Вĕсен туйĕ тутарла та мар, чăвашла та мар - вырăс йăли-йĕркипе иртнĕ.

- Урăх халăх çыннине качча тухма килĕшнĕшĕн тăванусем ÿпкелешмерĕç-и? - ыйтатăп шахвăртса.

- Кăмăлсăрланни пулнă-тăр, анчах пире кăтартман, - тет Мария Павловна. - Унсăрăн пĕрлешес те çук.

Селимдян Гадельяновичăн тăванĕсем те, пиччĕшĕсем те вырăс хĕрĕсене качча илнĕ - интернационал çемье. Ильязовсем нихăçан та вăл е ку енĕпе уйăрмаççĕ, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисеплеççĕ.

-Килте ытларах чух тутарла калаçатпăр пулин те ачасем чăвашла пĕлеççĕ. Вун пĕрти мăнукăм: «Кукамай, юрласа парас-ха», - тет. Эх, шăрантарать вара чăвашла. Пысăк уявсенче икĕ енчи тăвансем пухăнсан яланах чăвашла калаçатпăр: тутарсем пирĕн чĕлхене аван пĕлеççĕ, - каласа кăтартать Мария Павловна. - Мăн кунра яланах сăра тунă. Тутар халăхĕн уявĕсене те паллă тăватпăр, йăли-йĕркине пăхăнатпăр. Мăшăрăм хăйĕн тĕнне хисеплет, эпĕ - хамăнне. Ачасем тĕне кĕмен. Хăйсен ирĕкĕ.

Ильязовсем виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Асли Эльвира тутар йĕкĕтне качча тухнă. Иккĕмĕшĕ Алевтина /ашшĕ тăванĕсем ăна Альфия тесе чĕнеççĕ/ хулара пурăнать, кĕçĕнни Элеунора - тăван килĕнче. Селимдян Гадельянович «Дружба» хуçалăхра чылай çул бригадирта, автомеханикре, газослесарьте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Мария Павловна 1974 çултанпах тăван хуçалăхра бухгалтерта тăрăшать. Çав вăхăтрах общество ĕçне те хастар хутшăнать. Ялти пĕр мероприяти те унсăрăн иртмест. Юрă уявĕсенче Мария Ильязова тутар хĕрарăмĕн тумне тăхăнать. Чăваш кĕпиллĕ ĕçтешĕпе пĕрле хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илесси - унăн яланхи тивĕçĕ. Алли ылтăн тата унăн: тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма ăста. Мария Павловнăн салфеткисем, капăр тĕрĕллĕ ал шăллийĕсем ку тăрăхри кашни килтех пур-тăр. Çĕнтерÿ уявĕнче вăрçа хутшăннисене, тăлăх арăмсене, тыл ĕçченĕсене пурне те Мария Павловна ăсталанă япаласене парнеленĕ. Кунсăр пуçне вăл - «Хыпар» тусĕ те. Хаçата вăтăр çул ытла çырăнса илет.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика