05 мая 2011 г.
Комсомольски районĕнче «Дружба» ЯХПК кăçал та ытти çулти пекех çур акине пуринчен малтан тухнă. Хуçалăх ертÿçи Ремис Мансуров пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем акан 25-мĕшĕнче агрегатсене хире кăларнă. Вăл кун икĕ хирте ĕç шавĕ тăнă: урпа тата çурхи тулă акнă.
«Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнă. Кăмăл аван. Паянхи кун тĕлне /эпир унта - акан 29-мĕшĕнче пулнăччĕ. Авт./ 90-шар гектар урпа тата тулă акрăмăр. Вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ. Çур акине кăçал ытти çулхинчен кăшт каярах пикентĕмĕр. Ас тăватăп-ха: 2008 çулта акан 8-мĕшĕнче тухнăччĕ. «Ир акатăн - кнеç пулатăн», - тенине асрах тытатпăр. Васкатпăр! Кĕске вăхăтрах акса пĕтересшĕн. Çавăнпа 2 сменăпа ĕçлетпĕр: çĕрле культиваци тăватпăр, кăнтăрла акатпăр. Çак кунсенче ир пулакан çĕр улмине лартма пуçласшăн. Ун валли 15 гектар çĕр хатĕрленĕ», - паллаштарать Ремис Мансурович.
Ремис Мансуров ертÿçĕ пулнăранпа çиччĕмĕш çур аки ирттерет. Çиччĕ телейлĕ хисеп пулнине шута илсе кăçал тыр-пул та, пахча çимĕç те аван çитĕнессе шанать вăл. «Çуркунне хресчене хавхалану кÿрет. Парка шăтса кĕрхисем куçа савăнтараççĕ. Кĕçех çурхисем пуç кăларĕç. Кĕркунне вара ăнса пулнă тыр-пул кăмăла çĕклет», - чунне «уçрĕ» ертÿçĕ пире тулă акакан хире илсе кайнă май. Фенис Тазетдинов механизатор çĕре пусăрăнтарать. Константин Алексеевпа Александра Куропаткина экипажĕ тулă акать. Камил Феткуллин водитель вăрлăх турттарать. Çавăн пекех Анатолий Васильевпа Юрий Ильин, Николай Казаковпа Василий Долгов, Евгенипе Павел Долговсен, Владимирпа Сергей Сергеевсен, Рустемпа Минетулла Гафуровсен экипажĕсем вăй хураççĕ. Альбина Ивановăпа Елена Васильева поварсем вĕсем валли тутлă апат пĕçереççĕ. Кăнтăрлахи тата каçхи апата хире илсе тухса çитереççĕ.
Кăçал «Дружбăра» «иккĕмĕш çăкăра» 100 гектара яхăн лартма палăртнă. 40 гектарне çăвĕпех шăварĕç. Çак тĕллевпе ятарлă оборудовани туяннă.
«Çурхи тулă - 250, урпа - 350, сĕлĕ - 50, вика - 50, нумай çул ÿсекен курăксем - 100, сахăр кăшманĕ - 25, хĕрлĕ кăшман - 15, кишĕрпе купăста, сухан вăрлăхĕ 10 гектар пулĕç. Кĕрхисем 400 гектар йышăнаççĕ. Ферма çывăхĕнчи хирте кĕркунне кĕтÿ кăларма ыраш акса хăварнăччĕ», - паллаштарать Ремис Мансурович. Çивĕч те йăрă, яланах хавхалануллă кăмăллă Ремис Мансуров пур çĕре те ĕлкĕрет. Хуçалăха ăнăçлă ертсе пынисĕр пуçне шкул ачисене физкультура вĕрентет, агроном лавне те хăех туртать.
Источник: "Хыпар"