Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра акассишĕн тăрăшаççĕ

30 апреля 2011 г.

Шарласа шыв юхмасăрах юр куписем куç умĕнчен çухалчĕç. Çĕр типсе çитрĕ. Хирсем ял хуçалăх техникине йышăнма хатĕр.

Районта чи малтан «Дружба» хуçалăхăн уйне акакан агрегатсем тухрĕç. Кунта апрелĕн 27-мĕшĕ тĕлне 60 гектар çур тырри акнă. Эпир пынă чухне хирте Анатолий Васильевпа Юрий Ильин агрегачĕ урпа акатчĕ. «Çĕр пиçсе çитнĕ, хăш-пĕр вырăнсенче çеç нÿрĕк ытларах»,— пĕлтерчĕç акана хутшăнакансем. Г.Павлов, П. Семенов, Г.Антонов, В.Павлов, С. Яковлев, А. Димитриев сеяльщиксем ĕçре хастар. В.Комиссаровпа Г.Игнатьев водительсем акакан агрегат патне вăрлăх турттарса тăраççĕ. Тепĕр хирте К.Алексеев агрегачĕ ĕçлет. Унта А. Куропаткина, М.Петрова сеяльщиксем тăрăшаççĕ. Камил Феткуллин водитель акакансем патне вăрлăх турттарса тăрать.

Пĕр сăмахпа каласан, кооперативăн уйĕсенче ĕç вĕресе çеç тăрать. Хирте культиваци тунă çĕрте Василий Долгов, Рустем Гафуров тăрăшаççĕ. Владимир Сергеев сÿреленĕ тĕлте ĕçлет. Çĕр пиçсе çитнĕ май трактористсем шаннă ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама хатĕр.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Г.А.Прохоровпа калаçатăп. «Пур техникăна та юсаса хатĕрленĕ. Тракторсем техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă. Механизаторсем çителĕклĕ, пурте тенĕ пекех опытлă. Удобренисĕр акасшăн мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнĕ. Вăрлăх 100 проценчĕпех акма юрăхлă кондицире. Хуçалăхра 300 гектар нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ. Ăна çĕнетсех пыратпăр. Кăçал 100 гектартан кая мар пĕр çул ÿсекен курăксене акасшăн.

450 гектар çинчи кĕр тыррисем аван хĕл каçнă. Çакă, паллах, савăнтарать. Малашнехи агротехника ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тăрăшăпăр. Кăçалхи çур акинче 600 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса хăвармалла. Ку тĕллеве кая юлмасăр пурнăçлама майсем пур. Çĕр улмине суйласа яровизацилеме кăларассине вĕçлесе пыратпăр. «Иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхне упрама 200 тонна хурса хăварнăччĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем япăх мар упраннă. Çĕр улмине 120 гектар çине лартса хăварасшăн»,— каласа пачĕ Геннадий Архипович. Кооперативра вăрлăхсене пахалăхлисемпе çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Г.Прохоров кăçал акма çĕнĕ йышши вăрлăхсем туяннине те палăртрĕ.

Хирте ĕçлекенсене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Ку енĕпе Альбина Ивановăпа Елена Васильева тăрăшаççĕ. «Тутă хырăмпа ĕç те кал-кал каять»,— теççĕ механизаторсемпе сеяльщиксем.

Хуçалăхра çурхи ака-суха ĕçĕнче пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пур. Маттур механизаторсем акана ăнăçлă ирттерсе ярасса шанатпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика