Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хиртиявăшсем – пĕрремĕшсем

16 апреля 2011 г.

Хирти Явăш пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕнче вĕренекен ачасем çуркуннехи канăва кайрĕç. Вĕсем каникулта та килте лармарĕç, кашни кунах шкулта пулчĕç. «Мерчен» литературăпа драма кружокне çÿрекенсем республика шайĕнче иртекен «Чĕрĕлĕх хунавĕсем» конкурс финалне тăрăшсах хатĕрленчĕç. Кăçал Вĕрентÿ министерстви çумĕнчи класс тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» ятлă центрĕ вăйă-конкурса «Çĕрпе пĕлĕт юрăçи» ятпа Ухсай Яккăвне халалларĕ. Чÿк уйăхĕнче чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович 100 çул тултарать-çке.

Центр килте туса ирттерме хушнă ĕçсене пурнăçланă хыççăн пирĕн шкул мала тухнине пĕлсен ачасем Шупашкарти финала татах та тăрăшса, пысăк хавхаланупа хатĕрленчĕç, шкул, район ятне ярас мар тесе тăрăшрĕç. Тăрăшни сая каймарĕ. Ултă тĕрлĕ ăмăртура тупăшса хиртиявăшсем 12 район çĕнтерÿçисем хушшинче мала тухма пултарчĕç. Ухсай Яккăвĕ пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне пĕлессипе, сăвă çырассипе тата текста чăвашларан вырăсла куçарассипе ăмăртрĕç ачасем. «Мерчен» ушкăн хăйĕнпе паллаштарас тĕлĕшпе Ухсай Яккăвĕн хайла-вĕсенчен хатĕрленĕ «Силпи шывĕ хĕрринче» литература композицийĕ лартса пачĕ. Тĕп рольсене Андрей Петров, Иван Григорьев, Алексей Павлов, Георгий Ильин, Вероника Григорьева вылярĕç. Вĕсем куракансене «Шуйттан чури», «Тутимĕр», «Кĕлпук мучи» произведени сыпăкĕсемпе тата уйрăм сăввисемпе паллаштарчĕç. Хĕрсем Силпи шывĕн хумĕсене сăнарларĕç, композици тытăмне йĕркелесе пычĕç.

Виççĕмĕш тур та пулчĕ уявра. Ачасем поэтăмăр çинчен хăйсем çырнă сăввисене вуларĕç. Ку тупăшура Вероника Григорьева çĕнтерчĕ, ятарлă парнене тивĕçрĕ. Парне параканĕ — Ухсай Яккăвĕн хĕрĕ — Ольга Яковлевна. Унпа юнашар ăмăрту кĕрекинче хисеплĕ тÿресем — Юрий Сементер тата Аристарх Дмитриев. Вĕсем уява хутшăннă çамрăк ăрупа тата вĕсен ертÿçисемпе чăваш литературин паянхи йывăр лару-тăрăвĕ пирки, Ухсай эткерлĕхне халăх патне çитерес ĕçри йывăрлăхсем çинчен чунĕсене уçса калаçрĕç.

Ку вăл Ухсай Яккăвĕ ячĕпе республикăра ирттернĕ пĕрремĕш пысăк ĕç пулчĕ.

Çĕнтерÿре Марина Рубцова, Кристина Кашина, Софья Гаврилова, Ольга Шагарова, Кристина Никифорова, Лилия Яковлева, Елена Комиссарова тÿпи те пысăк.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика