Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсан - пуласлăх пур

17 февраля 2011 г.

«Дружба» ЯХПК тухăçлă ĕçлени кулленхи чылай ыйтăва çăмăллăнрах та ăнăçлăрах татма май парать.

- Кăçалхи хĕл ытти çулхинчен чылай кăткăсрах килчĕ, - палăртать Комсомольски районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Гордеев. - Е çанталăк кĕтмен çĕртенех ăшăтса ярать, е темиçе сехет хушшинчех ашса тухмалла мар юр хÿсе тултарать. Апла пулин те ялсенче - яланхи йĕрке. Урамсенчи çулсене колхоз техники йĕркеллĕ тасатса тăнăран пысăк чăрмав çук: автобуссемпе ытти транспорт çирĕп расписанипе çÿреççĕ, райпо тата уйрăм çынсен лавккисене кирлĕ тавар вăхăтра çитет, фермăсенче е килти хуçалăхсенче туса илекен выльăх-чĕрлĕх продукцине çийĕнчех вырнаçтарма май пур... Çапах та ялсенчи ачасем Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула кулленех çуран çÿрени чĕрене касать. Калама кăна çăмăл - шкула кайса килме вунă çухрăм. Çакăн хыççăн вĕсен киле панă ĕçсене пурнăçламалла, ашшĕ-амăшне пулăшмалла...

- Шкулăн автобус пур вĕт-ха. Çулсене те куллен тасатса тăратăр...

- Çапла. Пурте йĕркеллĕ пек. Урамсене чылай çул каялла сарнă асфальт юрăхсăра тухнăпа пĕрех. Ялсенче те, шкулсем патĕнче те çаврăну вырăнĕ çук. Урăхла каласан ачасене шкула сарă автобуспа турттарма техника условийĕсем тивĕçтермеççĕ. Ун пек чухне, паллă ĕнтĕ, ПАИ вĕренекенсене турттарма ирĕк памасть.

- Лару-тăруран мĕнле тухма шухăшлатăр?

- Нумаях пулмасть районăн шутланнă çулсене республика балансне куçартăмăр. Çапла вара çывăх вăхăтра республика бюджетĕнчен укçа уйăрасса, çивĕч çак ыйтăва пĕрле татса пама май килессе шанатпăр.

Çакна палăртса хăвармалла: Владимир Николаевич ялти кашни çыннăн ыйтăвĕпе нушине лайăх пĕлет. Çамрăклах колхоз ĕçне хутшăннă. Салтак хыççăн тăван ялне таврăнса «тымар янă». Çĕре, ял хуçалăхне кăмăлланăранах тата çынпа калаçма, пĕр чĕлхе тупма хăнăхнăранах ăна малтан вăтам сыпăкри ертÿçĕ пулма шаннă, кĕçех пилĕк яла пĕрлештерекен «Дружба» хуçалăх председательне суйланă. Пур çĕрте те ăнăçлă ĕçленине, пысăк ыйтусене татса пама пĕлнине кура унăн пултарулăхне ытти отрасльте те тĕрĕсленĕ - çыхăну узелĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартнă. «Раççей почтине» çĕнетсе ылмаштарнă хыççăн панкрута тухас патнех çитнĕ сĕт-çу заводĕнче ĕçленĕ. Халĕ, каларăм ĕнтĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче.

- Ял тăрăхĕнче экономикăпа социаллă ыйтусем çивĕч тăраççĕ. Çакна шута илсен хăвăр ирĕкĕрпе администраци пуçлăхĕн çăмăл мар лавне туртма кÿлĕннĕшĕн ÿкĕнместĕр-и?

- Ÿкĕнес пулсан суйлава та хутшăнмастăмччĕ. Тупăшăва темиçен тухрĕç, çавах та çĕнтерессе шаннă - ку пĕрре. Тепĕр енчен, тăван енре хама пулăшакан йышлă пулассине те пĕлсех тăнă, вĕсен тĕревĕн витĕмлĕхне ĕненнĕ. Хăвăрах ăнланатăр: вăйлă та шанчăклă ушкăн пулсан - тем тума та пулать. Суйлав хыççăнах депутатсемпе, ял старостисемпе пурте пĕр тĕллевпе, пĕр çын пек çанă тавăрса ĕçлеме пуçăнни те çавнах çирĕплетет.

Тĕрĕсех калать Владимир Гордеев. «Дружба» кооператив ертÿçипе Ремис Мансуровпа тĕл пулман, мĕнле те пулин ыйту татса паман пĕр кун та иртмест унăн. Ытларах чухне хуçалăх тупăшлăхне ÿстересси çинчен сÿтсе яваççĕ. Мĕншĕн тесен кооператив - вырăнти бюджета чи нумай налук хываканни. Укçи вара яланах кирлĕ: суйлавçăсем Хирти Мăрат масарне аслăлатма, картине çĕнетме кăçалах ыйтаççĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче Элпуçĕнчи культура çуртне хутса ăшăтмалли тытăма çĕнетнĕ. Юсамалли-тумалли татах нумай-ха. Çывăх вăхăтра кану центрне туса пĕтересшĕн.

Эльвира Николаева воспитательница Хирти Явăшри пуçламăш шкулпа садике çĕнетесшĕн. Хальтерех кăна юсаса ĕçе янă шыв башнипе пăрăхсене йĕркеллĕ тытса тăнипе пĕрлех Хирти Мăратпа Элпуç ялĕсене шывпа тивĕçтерес ыйтăва татса памалла.

- Тĕллевĕрсем пысăк-ха. Пурнăçласси еплерех пырать?

- Çĕнĕрен суйланнă депутатсем хастарри çинчен каларăм ĕнтĕ. Акă тулли мар яваплă «Межа» специалисчĕ Сергей Алексеев кивĕ шыв башнисене хута яма тăрăшрĕ. Ытти депутат çак ĕçе халăха хутшăнтарма нумай пулăшрĕ - пĕрисем укçа-тенкĕпе, теприсем - тÿрремĕнех хутшăннипе. Ял старостисем те нумай пулăшаççĕ.

- Тирпей-илем пирки мĕн калама пултаратăр?

- Урамсене кашни ялтах вак чул сарса тухнă. Çав вăхăтрах Явăшран 200 хуçалăхлă Элпуçне асфальт сарассине малашлăх планне кĕртнĕ. Хăйĕн хуçалăхĕ умне акăшсемпе, хитре клумбăсемпе, чечек пахчипе илемлетнĕ Эльвира Николаева тĕслĕхĕпе кăçал «Чи хитре те тирпейлĕ ял, урам тата кил» конкурс ирттеретпĕр. Çитес вăхăтра Хирти Выçлире /унта библиотека, ача сачĕ, пуçламăш шкулпа медицина пункчĕ пур/ культура комплексĕн проектне хатĕрлеме тытăнасшăн. Ача çураласси чакманни те, хăш-пĕр çул ÿсни те çакна тума хистет. Юлашки вăхăтра ялсенчи 5 çемье ачасем усрава илчĕ.

Çамрăксем ялта тĕпленни те - ырă пулăм. Иртнĕ икĕ çулта ял хуçалăхне аталантарас тата çамрăк çемье наци проекчĕсен шучĕпе çичĕ çурт лартрĕç.

- Калаçу пуçламăшĕнче эсир ял хуçалăх кооперативĕ ял тăрăхĕн тĕрекĕ пулнине палăртрăр. Унăн пуласлăхне, аталанăвне мĕнлерех куратăр?

- Колхоз вакланманни ял халăхĕшĕн чăн-чăн çăлăнăç пулчĕ. Ремис Мансурович тата правлени членĕсем хуçалăха çирĕплетес енĕпе мĕн кирлине пурне те тăваççĕ. Техника çителĕклех кунта. Халĕ «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне анлăлатма, унта шăваракан система вырнаçтарма тĕллев тытнă.

Иртнĕ çул уй-хир культурисем япăх çитĕннине кура Киров облаçĕнчен утă-улăм, ытти выльăх апачĕ çителĕклĕ кÿрсе килнĕ. Унпа уйрăм хуçалăхсене те тивĕçтернĕ. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕх пĕтĕмпех ăнăçлă хĕл каçасса шанатпăр.

- Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çивĕч-и?

- Пирĕн ял тăрăхĕнче вăл районта чи пĕчĕккисенчен пĕри. Пĕчĕк тата вăтам бизнес вăй илсе пырать. Кооперативра та ĕç вырăнĕ çителĕклех. Техника юсама тата унпа ĕçлеме, акана хутшăнма майсем çителĕклĕ. Пĕтĕмлетсе калатăп: пирĕн тăрăхри ялсен пуласлăхĕ пур.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика