Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашнехи тĕллевсем пысăк

11 декабря 2010 г.

Кăçалхи çул ял çыннисене пĕр вăхăт савăнтарчĕ. Çуркунне мĕн акни-лартни аванах шăтса тухрĕ. Пахалăхлă вăрлăх акни, агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата ăнăçлă пурнăçлани уй-хиртен пысăк тухăç илессе шантарчĕ. Анчах та шаннă кайăк йăвара пулмарĕ. Шăрăх çанталăк калчасене ĕнтсе ячĕ, типĕ çĕр ытти культурăсене те çителĕклĕ таран ÿсме май памарĕ. Мĕн тăвăн, çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Темĕнле хĕн пулсан та çитĕннине пуçтарса кĕртрĕç, çĕртме те туса хăварчĕç.

Йывăрлăхсем умĕнче пуç усма хăнăхман ял çынни. Вăл малашлăха шанать. «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче кашни гектартан 14,8 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырă, 145,8 центнер çĕр улми пуçтарса илнĕ. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан тухăç пысăках мар курăнать, кăçалхи çулшăн вăл япăх мар. Пурĕ 3553 центнер утă хатĕрленĕ, 1676 центнерне халăха сутнă. 4815 центнер улăмран 2943 центнерне уйрăм çынсене валеçсе панă. Ку вăл ялта пурăнакансемшĕн пысăк пулăшăвах пулнă. Ĕçлекенсем тата ытти ял çыннисем çĕршĕн çуллах тырă илнĕ.

Ял хуçалăх кооперативĕ — халăхран сĕт пуçтарас енĕпе районта чи ăнăçлă ĕçлекенсенчен пĕри. Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял çыннисем кооператива 8890 центнер сĕт сутнă. Уншăн хуçалăх вăхăтра татăлса пырать. 10 кунран кая юлмасăр тÿлет. «Сĕт хакĕ сортран, çу хисепĕнчен тата ытти пахалăхсенчен килет. Çавăнпа та сĕт пур стандарта та тивĕçтĕр тесе тăрăшмалла халăхăн»,— теççĕ кооператив бухгалтерийĕнче.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра пурĕ 294 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 95-шĕ — сăвакан ĕнесем. Хирти Выçлинчи фермăра 447 пуç сысна пур. Кооперативра выльăхсем валли апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Çавăнпа та ĕне выльăх, сысна йышне чакарасшăн мар. Ĕнесен продуктивлăхĕ те пĕлтĕрхи 11 уйăхринчен пысăкрах. Тăрантарсан, кирлĕ пек пăхсан выльăхсем сĕт антараççех ĕнтĕ.

Уй-хирте, производствăн ытти пайĕсенче те техникăсăр ĕç калăпăшĕ палăрмасть. Çавăнпа та кооператив трактор-машинăсене, агрегатсемпе оборудованисене мĕн май килнĕ таран çĕнетсех пыма тăрăшать. Кăçал çеç хуçалăх «СК-5 «Нива» комбайн, МТЗ-1221трактор, кормораздатчик, йăран тăвакан агрегат, сĕте пĕр çĕре пуçтаракан оборудовани тата ытти те туяннă.

Хуçалăхăн тĕллевсем пысăк. Пахалăхлă вăрлăх акса уй-хиртен ытларах тухăç илме ĕмĕтленеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хуçалăхăн вун-вун çул каялла район шайĕнче кĕрлесе тăнă чапĕ таврăнасса шанас килет. Кооперативăн машинăпа трактор паркĕнче тĕп инженерпа В.В.Алексеевпа тата К.М.Алексеев механизаторпа (сăн ÿкерчĕкре куратăр) калаçрăм. Вĕсем трактор юсанă çĕртеччĕ. «Пирĕн механизаторсем хастар. Çурхи ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ хатĕрленсе ирттеретпĕрех. Константин Мефодьевич пек маттур трактористсемпе ĕç ÿсĕмлĕ пулать. 30 çул вăл трактор рулĕ умĕнче. Çулсеренех ака ĕçĕсене хутшăнать. Каярахпа «Волга-2» агрегатпа çăвĕпех выльăхсем валли курăк çулать. Хĕлле те пушă вăхăт çук унăн»,— ырласа калаçрĕ Владимир Варнавович. Çавăн пекех вăл халĕ фермăра ĕçлекен П.И.Долговпа С.П.Козлов механизаторсем пирки те ăшă сăмахсем каларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика