Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне те çитĕнÿсем пулччăр

14 августа 2010 г.

Районта çемйипех спортпа туслисем сахал мар. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ, çитĕнÿсем тăваççĕ. Манăн Хирти Явăшра пурăнакан Давыдовсен çемйи пирки каласа парас килет.

Галина Ивановнăпа Анатолий Клементьевич Давыдовсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ. Çемье команди республикăра çеç мар, Раççей шайĕнчи ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Нумаях пулмасть вĕсем республикăран каллех çĕнтерÿпе таврăннă. Ашшĕ-амăшĕ, 1-мĕш класс пĕтернĕ Диана Шупашкарта çĕнтерÿ тунă.

Давыдовсем çĕнсе илнĕ награда чылай. Вĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн.

1996—1997 çулсенче вĕсем республика Президенчĕн призĕшĕн ăмăртса фестивальте призерсем пулса тăнă. Çав çулсенчех Иваново хулинче иртнĕ çемье командисем хушшинчи ăмăртура мала тухнă. 1998, 2000, 2001, 2002, 2003 çулсенче «Советская Чувашия» хаçат парнисемшĕн тупăшса призер ятне çĕнсе илнĕ.

1993 çулта Шупашкар 530 çул тултарнине халалланă фестивальтен 2-мĕш вырăнпа таврăннă.

2000 çулта Чăваш Республикине туса хунăранпа 80 çул çитнине халалланă Пĕтĕм чăвашсен олимпиадинче çĕнтернĕ. Çав çулах РФ вĕрентÿ ĕçченĕсен спартакиадине те хутшăннă, япăх мар ăмăртнă. Атăлçи халăхĕсен тупăшăвне те хутшăннă. 1999, 2001, 2002, 2003 çулсенче Патăрьелĕнче иртнĕ «Акатуйра» эстафетăра палăрнă.

2003 çулта ял çамрăкĕсен «Ăраскал» фестивалĕнче спорт çемйисем хушшинче 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Аслă ачисем шкул пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Халĕ кĕçĕннипе ăмăртусене хутшăнаççĕ, ăнăçлă кăтартусем те пур. Малашне те вĕсене спортра та, пурнăçра та çитĕнÿсем тума сунар.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика