Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шанчăклă клиентсене – «Россельхозбанк» парнисем

26 мая 2010 г.

«Россельхозбанк» АУО филиалне Чăваш Республикинче уçнăранпа кăçалхи июнь уйăхĕнче 10 çул çитет. Çак тапхăрта банк хăйĕн пулăшăвĕсен шутне тата пахалăхне ÿстерсе пычĕ, ял халăхĕ хушшинче авторитет çĕнсе илчĕ. Çак çулсенче банк кăларнă тÿлев картисен шучĕ 10 пин урлă каçнă. «Телейлĕ» юбилей картин хуçи вара пирĕн районти Хирти Явăш ялĕнче пурăнакан Станислав Павлов пулса тăчĕ. Паллă событи ячĕпе тата банк уçăлнăранпа 10 çул çитнĕ май «Россельхозбанк» АУО регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская иртнĕ эрнере Павловсем патĕнче пулчĕ. Ирина Николаевна кил хуçисене пластик картăпа пĕрле уйăха çитнĕ 10 сысна çури те парнелерĕ. Павловсене çавăн пекех район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, Мансуров хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Р.М.Мансуров, Эльпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов, Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Е.И.Карпеев тата «Россельхозбанк» АУО хушма офисĕн управляющийĕ З.М.Григорьева саламларĕç.

Ирина Николаевна каланă тăрăх, банк картисем пулăшнипе ял çыннисем паян чылай финанс ыйтăвне ăнăçлă татса пама пултараççĕ. Станислав Павлова тивĕçнĕ картăпа вара килти хушма хуçалăха аталантарма панă кредита тÿлеме меллĕ. Шăпах асăннă банкпа тачă çыхăну тытнăшăн, унтан кредитсем илсе вĕсене тирпейлĕ те вăхăтра тÿлесе пынăшăн тивĕçнĕ Павловсен çемйи çак парнесене. Маларахри кредитсемпе вĕсем хуралтăсене çĕнетнĕ, нумай пулмасть илнине вара выльăх-чĕрлĕх туянма ярасшăн. Станислав Арсентьевичпа мăшăрĕ Вера Алексеевна хуçалăхра пĕр ĕне, икĕ вăкăр, сурăхсем, чăх-чĕп усраççĕ. Кредитпа вĕсем сăвакан ĕнесен шутне тăватта çитересшĕн. Сумалли аппарачĕ хатĕр ĕнтĕ. «Россельхозбанк» парнеленĕ сысна çурисем витене ярсанах хăйсене килти пек туйса илчĕç. Станиславпа Верăн тата кил хуçин 73 çулхи амăшĕн Александра Савватьевнан вара ĕç татах хушăнчĕ. Сывлăх тата вăй-хал пулсан, ĕçлес кăмăллă çынна нимле йывăрлăх та шиклентермест.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика