Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂРĂШНИ - ŸСĔМ ÇĂЛКУÇĔ

14 февраля 2009 г.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем лайăх ĕçлени, аталанса пыни кăмăла çĕклентерет. Çакăн пек хуçалăхсенче отчетлă пухусем те йĕркеллĕ иртеççĕ.

Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Дружба» кооперативра отчетлă пуху иртрĕ. Урамра çанталăк сивĕ пулнине пăхмасăрах, халăх йышлă пуçтарăннă. Хуçалăх юлашки 3 çул хушшинче производствăна ÿстерессипе пысăк утăмсем турĕ. Паянхи кун «Дружба» кооператив — районĕпе чи лайăх хуçалăхсенчен пĕри. Çакă М.Р.Мансуров председатель правленин отчетлă доклачĕпе паллаштарнă май яр-уççăн курăнчĕ.

Иртнĕ çул хуçалăх ĕçченĕсем пурĕ 27077 пин тенкĕлĕх продукци туса илсе сутнă. Кооперативра пĕлтĕр халăх çĕрĕпе пĕрле 1754 гектар çинче тĕштырă тата ытти культурăсем акса-лартса туса илнĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан, ĕç кăтартăвĕсем курăмлăрах та, ÿсĕмлĕрех те. Хуçалăх экономики çирĕпленсех пырать. Ĕçченсем 2008 çулта 4901 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Ку вăл малтанхи çулхинчен 49 пин тенкĕ ытларах. Иртнĕ çул тĕштырă сутса кооператив кассине 3730 пин тенкĕ, çĕрулмирен 5535 пин тенкĕ, сĕт сутса 10612 пин тенкĕ укçа кĕнĕ.

2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 309 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 486 пуç сысна (пĕлтĕрхи кăтарту — 1071 пуç) пулнă. 2007 çулпа танлаштарсан, иртнĕ çул аш-какай 113 центнер, сĕт суса илесси 94 центнер ытларах. Вăтамран кашни ĕнерен 4022 килограмм сĕт сунă. «Дружба» кооператив 2008 çулта пурĕ 12611 центнер сĕт сутнă.

Ял хуçалăх кооперативĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине ытларах тимлĕх уйăрать. Тăрăшни сая кайман. Çавăнпа ĕнтĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе иртнĕ çул вĕсем 16820 пин тенкĕ услам тунă. Ку вăл виçĕмçулхинчен 3693 пин тенкĕ ытларах.

Мăйракаллă шултра выльăхран продукци туса илесси пĕлтĕрхинчен тăкаклăрах пулнă. Кооператив ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи 6664 тенкĕпе танлашнă.

«Дружба» кооператив пурлăхпа техника никĕсне те çирĕплетсе пырать, çĕнĕ техника та нумай туяннă.

2008 çулта «Дружба» хуçалăх Элпуç ял поселенийĕнчи ялсенче тирпей-илем кĕртме 1 миллион тенке яхăн укçа уйăрса панă. Çакă Р.М.Мансуров ертÿçĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н.П.Носов ялсен сăн-сăпатне лайăх енне улăштарас ĕçре алла-аллăн тытăнса ĕçленине çирĕплетет.

Пухура кооперативри ревизи комиссийĕн председателĕ Г.С.Хасянов тухса калаçрĕ.

Çавăн пекех район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов хутшăнчĕ. «Дружба» кооператив республикăри тăватçĕр ытла хуçалăхран производство кăтартăвĕсемпе 26-мĕш вырăн йышăннă. Кунта ĕçлекенсен те, ертÿçĕн те тÿпи пысăк»,— терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Пухăва хутшăннисем правлени ĕçне «вăтам» хак пачĕç.

2009 çулта хуçалăха малалла аталанма, çĕннине алла илме тата та ытларах продукци туса илме сĕнетĕп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика