Еметкинский территориальный отдел Козловского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вèсем пуррипе вучах хèмленет.

09 сентября 2014 г.

Вèсем пуррипе вучах хèмленет.

     Кашни районтах ыттисенчен мèнпе те пулин палáрса тáракан ялсем пур. Куславкка районèнчи хамáран Кунер ялè мèнпе мухтанма пултарать-ши тесе шухáшласан тÿрех культура çурчè пуçа килчè. Совет самани вèçлениччен хáтласа лартнáскер паян кèрлесе тáрать тесен те тèрèсех. 2014 çула культура çулталакè тесе йышáннáран кунта èçлекенсем пушшех пуçаруллá пулни сисèнет. Календарьти кашни праçник ячèпех концерт йèркелеççè. Шупашкартан килнè артистсене те ку яхáнта час –часах курма май килчè. Республикáн тèп хулине хуçалáхри èçсенчен хáпайманран йáпáр – япáрах çитейместпèр те – хамáр пата килнè хáнасене итлеме – курма ерçÿ тупатпáрах.

     Ялти культура вучахè сунменни унáн аталанáвèшèн çав тери пèлтерèшлè. Çакна áнланса вучаха хèмлентериссене хáйсен тивèçè пек йышáнаççè выранти клуб èçченèсем. Любовь Алексеевнáпа Борис Яковлевич Федоровсем тáрáшнипе Кунерте виçè çул каялла «Сударушка» пултарулáх ушкáнè йèркеленчè. Паян унáн йышèнче – юрра – ташша хапáл тáвакан 12 çын. Чылайашè тивèçлè канура. Акá Анна Львовáпа Нина Родионова 70-тен те иртнè. Пушá вáхáтра чун киленèçè кунта тупнáшáн хèпèртеççè кáна вèсем.

    Ушкáнáн юрри – ташшине кирек   хáçан та ял-йыш хапáлласа йышáнать. Вáл кáна та мар: «Сударушка» хáйèн пултарулáхèпе куршè районсене тухса çÿрет. Тутарстанáн хáш – пèр хутлáхне те çитсе курчè. «Татах килèр, хаваспах кèтсе илèпèр!» - тáтáшах çак сáмахсемпе áсатаççè вèсене тèрлè кèтèсри куракансем. Ушкáнáн тав хучèсен пухмачè хулáнлансах пырать.

   Чунтан парáнса èçленин çимèçè кáна çапла áнáçлá пулаять. Маттурлахèшèн Федоровсене тав сáмахè калас килет. Пур енепе те килèшÿллè мáшáр хáйсем юратакан èçпе   ыттисене те хèмлентерме пултарни чáннипех те пархатарлá.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика