Еметкинский территориальный отдел Козловского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунер юрãçисем.

15 февраля 2014 г.

Кунер юрãçисем.

Куславкка районêнчи Кунерти информаципе культура центрê çумêнчи хêрарãмсен «Сударушка» ансамблê йêркеленнêренпе нумай вãхãт иртмен –ха (2011 çул), анчах та таврара вêсем çинчен илтмен çын çук та пулê. Ял артисчесемсêр районта пêр мероприяти те иртмест.Ушкãнра – тивêçлê канãва тухнã 13 çын. Вêсем культура çуртне эрнере икê хут репетицие çÿреççê. Ансамбль репертуарêнче – чãваш тата вырãс халãх юррисем. Пултаруллã хêрарãмсем хãйсен укçи – тенкипе пилêк тêрлê хитре тум çêлеттерчêç.   Ансамбль ертÿçисем – Любовь тата Борис Федоровсем – вêсене икê сасãпа тêрêс юрлама, сцена çинче килêшÿллê тытма вêрентеççê.   Кÿршêсем патне те концертсемпе кайса килеççê. 2013 çулхи çу уйãхêнче «Сударушка» Тутар Республикинчи Чаллã хулинче хайêн пултарулãхне кãтартса Тав çырãвне тивêçрê.      Нумаях пулмасть «Сударушка» ансамбль Вãрмар районêнчи Энтриялêнче пулчê, культура çулталãкне халалласа пысãк концерт лартрê. Савãнãçлã, чуна пырса тивекен юрãсем шãраннипе пêрлех хаваслã сценкãсем те пулчêç. Хальхи вãхãтра ушкãн çêнê программа хатêрлет.

Источник: "Хыпар"

Первоисточник: 28-29

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика