Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂРĂН ГЕРОЙПА МУХТАНАТПĂР

08 июля 2008 г.

 

Район çыннисем чылайăшĕ Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Иванович Уруков шăпи, пурнăçĕ пирки тĕплĕн пĕлмеççĕ те пулĕ. Вăл пирĕншĕн, Çĕнĕ Ахпỹртсемшĕн, пушшех те çывăх. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Кун валли сăлтавĕ те пайăрлă.

Нумай пулмасть пичетленсе тухнă "Патăрьел энциклопедийĕ" кĕнекере Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Иванович Уруков пирки тĕплĕнрех çырнă вырăн пур. Унта ăна çапла хакланă: "Уруков Виталий Иванович (8.8.1919-29.1.1945) _ Совет Союзĕн Геройĕ. Майор. 40-мĕш гварди танк бригадин автоматчиксен батальонĕн командирĕ. Вăл Симбирск хулинче çуралнă. Ун чухне амăшĕ, Ольга Васильевна, красноармеецсен шкулĕнче ĕçленĕ. Унăн ашшĕ _ Вериалов Иван Осипович пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисен участникĕ. Вăл вилнĕ хыççăн амăшĕ Çĕнĕ Ахпỹртри Уруков Александр Васильевичпа çемье çавăрать. Пулас Герой шăпах çак çемьере ỹснĕ, воспитани илнĕ. Хушаматне те тăван мар ашшĕнне йышăннă.

Совет Союзĕн Геройĕ ятне вилнĕ хыççăн панă. 26 çулхи паттăр Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене илме тивĕçнĕ. Паян ăна хисеплесе Шупашкарти пĕр урама унăн ячĕпе панă".

Акă мĕншĕн эпир ăна хамăр ял тесех хисеплетпĕр? Геройăн ĕмĕрĕ çав тери кĕске пулин те унăн ячĕ вилĕмсĕр. Çавăнпа та ял çыннисем те, шкулта вĕренекенсем те, выпускниксем те паттăра пысăка хурса хаклаççĕ. Шкулта çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ патриотла воспитани парас, хамăр ентеш _ Геройпа тĕплĕнрех паллаштарас тесе ун ячĕпе ятарлă стенд пур. Шкул коллективĕн малашлăх тĕллевĕ те пысăк: вĕсем тăван шкула Совет Союзĕн Геройĕ Виталий Иванович Уруков ятне парасшăн. Çак ыйтăва çỹлти органсем ырласса шанаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика