17 марта 2007 г.
Пирĕн çĕр-шывра хĕрарăм пысăк хисепре. Ятарласа Амăшĕн кунне палăртни те çакна çирĕплетет. Турă Амăшĕн Таса Федора Турă ячĕпе чысласа лартнă часавая сăвапласа уçнă самантра Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2007 çула Ача çулталăкĕ пулассине пĕлтерсен чылай хĕрарăм савăнчĕ, иккĕмĕш, виççĕмĕш ачине çуратма кăмăл турĕ. Çапла пулмалла та. Хĕрарăмсем вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăнхи выçлăх çулĕсенче те ача çуратма хăраса тăман. Асанне-кукамайсем крахмал икерчинчен пахарах апата тĕлĕкре те тĕлленмен. Пепкисене те тырă вырнă çĕрте, каçалăк çинчех, çуратнă. Пĕчĕк пỹртре те 7-12 ача таран ỹстернĕ. Патшалăхран пулăшу кĕтсе ларман.
Паян урăхла самана. Ача амăшĕсене темĕн чухлĕ çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. Ỹстерме услови те пур. Ача - çемье тĕкĕрĕ, çĕр-шыв пуласлăхĕ, ăрăва тăсаканĕ. Камшăн пурăнатпăр-ха эпир? Паллах, ачасемшĕн. Еплерех юратса ỹстеретпĕр вĕсене, сăпка юрри юрласа çывăрттаратпăр. Салху чухне шеллетпĕр. Ỹсерехпе вĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăнатпăр. Вĕренсе çын пулччăр, çĕр-шыва усă кỹччĕр тетпĕр. Кашниех хамăр ачасене ăслă, пултаруллă курасшăн.
Çĕр çинче аннерен хакли никам та çук. Унăн аллисем ачаш, вĕсем тем тума та пĕлеççĕ. Анне чĕри те чи шанчăкли, чи сисĕм-туйăмли. Вăл пурне те курать, яланах пулăшма тăрăшать. Ун чĕринче юрату нихăçан та сỹнмест.
Кирек миçе çулта пулсан та - пиллĕкре-и, аллăра-и - анне яланах кирлĕ. Ăна мĕн чухлĕ ытларах юрататăн, сан пурнăçу çавăн чухлĕ çутăрах, савăнăçлăрах.
Аннене укçалла илме çук, ăна сутаканĕ те çук. Пире çут тĕнче панăскер чи ырă та ăшă сăмахсене тивĕç. Аннене суйламаççĕ, теççĕ. Тĕрĕсех. Сăнĕ-пичĕпе ытти хĕрарăмсенчен ытлашши уйрăлса тăмасан та, пирĕншĕн, ачисемшĕн, анне яланах чи хитри, чи лайăххи.
Турăпа юнашар тăмалли çын вăл хĕрарăм: вăл тĕнче тыткăчи, тĕнче управçи, пурнăç пуçламăшĕ. Унăн ывăл-хĕрĕ йăх тăсăмĕ.
Анчах пурнăçра тỹнтерле пулăмсемпе те тĕл пулатăн. Асатте-асаннесен мелĕпе воспитани парасси çитсех каймасть пек туйăнать. "Мĕнле шеллетĕп эпĕ паянхи ачасене", - тет Петрова профессор. Телевизор яр - пусмăрлани, мăшкăллани; радио та çавнах калать. Урама тух - хĕсĕрлỹ, вăрă ĕçĕ; укçа пур - эсĕ çын; улталарăн - эсĕ ăслă; айăпсăррине хĕнерĕн - паттăр. Çаксем йăлтах ачасен куçĕ умĕнче пулса иртеççĕ. Пĕр вăхăтра хĕрарăмсем, ача амăшĕсем тискер телефильмсем кăтартма чарасси пирки ыйту та çĕклесе пăхрĕç. Анчах улшăну курăнмарĕ.
Юлашки вăхăтра, уйрăмах хулара, наркомани пирки чылай шавлаççĕ. Енчен те çемьесене çакăн пек инкек килсе çапсан тỹрех наркологран пулăшу ыйтмалла. Ачана вăрçнин усси çук.
Çапла, аннесен яваплăхĕ питĕ пысăк. Эсир пурнăç парнелетĕр тата телейлĕ ачалăх, килĕшỹллĕ воспитани валли мĕн пур услови туса паратăр. Çавăнпа та тав сăмахне чăннипех те тивĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)