Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă депутат

09 декабря 2006 г.

Çĕнĕ Ахпÿрт урамĕпе утса пынă май тĕрĕллĕ вырăсла хапха умĕнче икĕ кинемей калаçса тăнине асăрхарăм. Пĕри тутăр вĕçĕпе куçне шăла-шăлах хурланать. “Хуйхă пулнă-ши;” мĕлтлетрĕ шухăш пуçра. Çапах та хам мĕн çăмăлпа яла килнине пĕлтерме хăюлăх çитерсех ватăсен çывăхне пытăм.

–Мартышкинсем патне пулсан, сăмах çинех килсе çитрĕр-ха эсир. Тин çеç Ольга Ильиничнăна хам савăнăçа каласа параттăм. Женя чавтарнă пусă шывне ĕçсе тăранма çук. Турă пулăштăрах çав çынна, .. – чун-чĕререн калаçрĕ Е.Шикирова депутат пирки сăмах пуçарса ыйтсан. Савăнăç куççулĕ пулнă иккен.

–Ăна хамăр касра депутат пулма тăратсан хĕпĕртесех кайрăмăр. Тĕрĕссипе вара вăл çак тивĕçе йышăничченех халăхшăн тăрăшса пайтах ĕçлет, – калаçăва хутшăнчĕ О.Волкова учительница-пенсионерка.

Евгений Михайлович Мартышкин Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхне суйланнă депутатсенчен пĕри. Суйлавçăсем хăйсен “тарçине” чи хастар та тăрăшуллисен йышне кĕртеççĕ. Çакна вара вăл сăмахпа мар, конкретлă ĕçпе çирĕплетсе парать. Сăмахран, ку таранччен пĕр касса машинăпа мар, çуран та кĕрсе тухма йывăр пулнă. Ăна вăл хăйĕн автомашинипе вак чул турттарса лайăх çеç сартарса хунă, çырма çуракан вырăна çирĕплетнĕ, унта шыв юххине тунă. Нумай пулмасть 77 çулти ватă карчăк унтан пусă чавакан автомашина тупса парса пулăшма ыйтнă. Е.Мартышкин пĕччен хĕрарăмăн хуйхине çийĕнчех пĕрле пайланă. Вăраха ямасăр техникине те Канашранах илсе килнĕ, чавтарнă, тирпейлесе панă... Ун пек чухне епле тав тумăн çынна; Тепĕр карчăка, акă, вутă касса, çурса, купалаттарса панă. Вун икĕ арçын куç хупса иличчен тенĕ евĕр вăр-вар ĕçлесе те пĕтернĕ. Ку тĕслĕх те çыннăн кăмăлне тупни, унăн нушине ăнланни темелле.

Евгений Михайлович тăрăшуллă депутат çеç мар, пултаруллă фермер та. 1989 çултанпах ертсе пырать “Марка” хресчен-фермер хуçалăхне. 4, 65 гектар çĕрпе, çемье пайĕпе çеç ĕçлеме пуçланă вăл ун чухне. Паян вара çĕр хуçин 90 гектар лаптăк. Вун çичĕ çул хушшинче пĕчĕк хуçалăх самай пысăкланни, тĕрекленни, вăй илни туйăнать. Фермерăн пурлăхпа техника бази те пуян. Паркра 30 ытла тĕрлĕ техника! Паян хăш-пĕр кооперативсенче те ун чухлĕ “хурçă ут” çук. Мĕн пур ĕçе М.Трифонов, Ю.Трифонов, Н.Кротов механизаторсем пурнăçласа тăраççĕ. Вĕсен пур енĕпе те опыт пур темелле. Хăйсемех акаççĕ, лартаççĕ, пăхса çитĕнтереççĕ, кăлараççĕ, вырса çапаççĕ тата ытти те. Мĕн пур ĕçе пĕлсе ĕçлеме хăнăхăвĕ те пысăк темелле. Трифоновсем, сăмахран, вун пилĕк çул ытла çак хуçа патĕнче ĕçлеççĕ. Сĕрекене сĕрмессерен пулă кĕмест тенĕ евĕр, ял хуçалăх çулталăкĕ те кашнийĕнче тĕрлĕрен пулать. Кăçалхине фермер ăнăçусăр тесе хакламарĕ. Акнă-лартнă культурăсем пурте начар мар тухăç панă. Сăмахран, кишĕр кашни гектартан 630, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр 500, çĕр улми 320 центнер тухнă. Тырă тухăçне те хурлаймăн. Вĕсенчен пĕр пайне кĕркуннех вырнаçтарнă, тепĕр пайне вара хĕл каçма хунă. Сăмах май каласан Е.Мартышкин фермер уйрăм çынсем туса илнĕ продукцине те чылай вырнаçтарса парать. Ара, ку ялта ахаль те килĕренех çĕрпе ĕçлесе услам тăваççĕ те. Ячĕ çеç “фермер” мар темелле.

Фермер хуçалăхĕпе паллашса пынă май, чăнах та, Е.Мартышкин пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллĕх пуррине ĕнентĕм.

–Çапах та, уйрăм çĕр хуçи пулма çăмăл-и; – ыйтрăм хăйĕн шухăшне пĕлес тĕллевпе.

–Ĕçе чун-чĕререн парăнса пурнăçласан, яланах результачĕ пулать. Эпир çук çĕрте çеç ĕç ансат та кал-кал пынăн туйăнать вăл. Малтанхи çулсенче, паллах, хăнăху çукран йывăрлăхсем нумайччĕ. Вăхăт, чăтăмлăх сурана та сиплет. Паян хамăра ура çинче шанчăклах туятпăр. Пирĕн хуçалăха çĕр пайĕсене панă çынсене килĕшÿпе виçшер центнер тырă, 8-шар центнер тÿлевсĕр утă паратпăр. Май пур чухне техникăпа та пулăшатпăр. Хамăр çĕр пайĕпе ют çĕр-шыва тухса кайман-çке эпир. Яланхи пекех халăхпа ĕçлетпĕр, хутшăнатпăр, пулăшма та тăрăшатпăр. Халĕ, акă, депутат пулнă май, халăхпа пушшех те çывăхланма тивет. Паллах, хам ĕçре председатель те, экономист та, агрономпа инженер вырăнĕнче те пулмалла. Кирлĕ пулсан çанă тавăрса трактор рулĕ умне те кĕрсе ларатăн. Ĕç тени сухăр та, сăмала та мар, алă çумне çыпçăнмасть. Манăн ĕçре çулне пăхмасăр атте, мăшăрăмпа ачасем пысăк пулăшу параççĕ. Килте халĕ те вĕсем валли ĕç çителĕклех. Паян хуçалăхра вунă сысна, ĕне, ытти кайăк-хурсем пур. Вĕсемпе кĕрмешсе вăхăт иртни сисĕнес çук. Чылай ыйтусене Шупашкарти фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕпе канашласа пурнăçлама тăрăшатпăр. Хăш чухне усăллă сĕнÿ хăй çур ăнăçу.

Çĕр хуçин пĕчĕк кантурĕн стени çинче икĕ диплом çакăнса тăрать. Пĕри 2003 çулта Евгений Михайлович Мартышкина “Районти чи лайăх фермер” хисеплĕ ят пани çинчен ĕнентерет. Кăçалхи февральте вара фермер хуçалăхне тата бизнес ĕçне çулран çулах ăнăçлă аталантарса пынăшăн “Республикăри чи лайăх фермер хуçалăхĕ” диплом панă тата компьютер парнеленĕ.

Çапла, паян çĕр хуçи ăсĕпе те, ĕçĕпе те пиçсе çитни куç умĕнче. Çак пĕчĕк хуçалăх пысăк вăйпа аталанни ял халăхĕшĕн те начар мар темелле. Сăмахран, çулла çынсем пай вăхăтĕнче ĕçлеççĕ, кашни кунах 250-300 тенкĕ укçа илеççĕ. Техникăпа та, ытти çăмăллăхпа та кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр. Ял хуçалăх кооперативĕсем уксахланă тапхăрта юнашарах çакнашкал пурнăç “çăл куçĕсем” пулни мĕнрен япăх;

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика