28 ноября 2022 г.
Чăваш писателĕ, публицист, драматург, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Театр ĕçченĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Николаевна Сачкова (28.11.1957) 65 çул каялла Çĕнĕ Ахпỹртре çуралнă.
Л. Сачкова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата Мускаври телерадиожурналистсен пĕлĕвне ỹстерекен институтăн радиожурналистика курсĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи шкулсенче вĕрентекен, "Коммунизм ялавĕ" хаçатра аслă корректор, "Пике" журналта социаллă ыйтусен заведующийĕ, Чăваш радион литературăпа драма пайĕн редакторĕ пулса тăрăшнă. 2005-2006 çулсенче "Хыпар" хаçатра хроника пайĕпе хамăр корреспондентсен пайĕн редакторĕ, 2006-2008 çулсенче Маяковский ячĕллĕ библиотекăра пай заведующин ĕçĕсене пурнăçланă, 2010-2013 çулсенче Шупашкар район хаçатĕнче редактор, 2014 çултан Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче корректор, техника редакторĕ пулса ĕçленĕ.
Л. Сачкова 1986 çултан пуçласа "Тăван Атăл", "Ялав", "Çилçунат" журналсенче материалĕсене пичетленĕ. Çавăн пекех халĕ те республикăра тухса тăракан хаçатсемпе туслă çыхăнура. Унăн пьесисем тăрăх театрсем "Шăпăрлан" "Юрату турри", "Эсĕ кайрăн та..." тата ытти спектакльсем халăх умне кăларнă.Чăваш литератури учебникĕсене "Пасара кайнă чух", "Кĕтỹ хăваланă чух", "Çиçĕм Натюш" калавĕсене, "Шăпăрлан" пьесине, "Чĕкеçĕм, чĕкеç" повеçне тата ыттисене те кĕртнĕ. Республикăри "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсра 2003 тата 2012 çулсенче "Çулталăк драматургĕ" номинацире лауреат ятне тивĕçнĕ. "Чăваш Ен литератури: чи лайăх вуланакан çулталăк кĕнеки" конкурсра унăн хайлавĕсем пĕрре мар çĕнтерỹçĕсен хушшине лекнĕ.
Тĕп хайлавĕсем: "Аякри тăванăм та çывăхра", "Чĕкеçĕм, чĕкеç", "Ытарайми куçсем", "Шăпăрлан", "Çеçенхирти ир", "Ăс-хакăл хăвачĕ", "Çиçĕмпе туслашни", "Сиксе юхать Хула çырми" тата ыттисем те.
Ентешĕмĕре Раççей Журналисчĕсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)