Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул ыйтăвĕ татăлчĕ

28 июня 2022 г.

 Çĕнĕ Ахпỹртри масар енне хывнă çула темиçе çул каялла тăпра хăпартса Яманчỹрел вак чулĕпе хытарнăччĕ. Ялăн çурçĕр енне вырнаçнă кỹлле тарăнлатнă чух тиевлĕ пысăк автомашинăсем çỹренине пула вăл вырăн-вырăнпа çĕмĕрĕлсе пĕтнĕччĕ. Ăна тирпейлесси ял администрацийĕпе халăхăн çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăчĕ тесен те юрать.

Кăçал ялти фермер хуçалăхĕн ертỹçи Юрий Геннадьевич Кротов çула тирпейлеме халăхран пухăннă укçа çумне хăйĕнне100 пин тенкĕ хыврĕ. Кĕске хушăрах масар çине çитекен лаптăка çĕнĕ сăн кĕчĕ. Çак ĕçе Ф.Савдеров фермер хуçалăх ертỹçи те хастар хутшăннине палăртмалла. Çул çине сарнă вак чула тикĕслеме вăл техника уйăрчĕ.

Масар çине тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте В.Михайлов, А.Наташкин, А.Краснов хуçалăхĕсем те хастарлăх кăтартрĕç. Хăйсен техникипе пухăннă çỹп-çапа турттарса тăчĕç. Ушкăн сурать кỹлĕ пулать, пĕччен сурсан типсех пырать тесе ахальтен каламан иккен. Сăваплă ĕç туни манăçа тухмĕ.

Н. АЛЕМЕСОВ, ял старости

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика