06 июля 2021 г.
ПУРНĂÇРА чылай чухне инкек-синкек хамăрăн тимлĕх çитменнипех сиксе тухать. Çак кунсенче çеç Çĕнĕ Ахпỹртре уйрăм хуçалăхра тăр кăнтăрла сиксе тухнă пушартан та асăрханма май пулнă. 80 çулхи кинемей ытти чухнехи пекех ирхине килĕнче кĕл туса çурта çутнă. Анчах та çуртана сăнаса тăман, тем сăлтавпа картишне тухнă. Ватă хĕрарăм çаврăнса кĕнĕ çĕре пурăнмалли çурта вут хыпса та илнĕ.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, тăкаксене саплаштарма çурт-йĕре инкек-синкекрен страхламан та пулнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)