25 декабря 2020 г.
2020 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Катекре "Культура" наци проекчĕн "Культура хăтлăхĕ" регионти проекчĕпе килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ клуба сумлă лару-тăрура уçрĕç.
Ял халăхне тахçантанпах пăшăрхантаракан ыйту пурнăçа кĕчĕ. Пирĕн савăнăçа пĕрле пайлама район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова тата ытти хăнасем те хутшăнчĕç. Çак кун ял-йышшăн чăн-чăн уяв пек иртрĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех тунă ял клубĕ кивелсе çитнĕччĕ. Мероприяти йĕркелеме те, ял çыннисемпе пухăнса калаçма та кăмăллă марччĕ. Халĕ тĕпренех çĕнетсе юсанă клуба кĕме те хавас: çутă, ăшă, йĕри-тавра хăтлă сĕтел-пукан, сцена костюмĕсем, музыка аппаратури те çĕнĕ. Строительсем çичĕ уйăхра ял çыннисемшĕн пысăк ĕç пурнăçларĕç. Çурт фасадне улаштарчĕç, кантăкĕсене, урай-маччине, çурт тăррине, алăкĕсене йăлтах çĕнетрĕç. Малашне кунта хавхаланса ĕçлеме мĕн пур услови çителĕклĕ. Короновирус чирĕпе çыхăннă чăрмав иртсе кайнă хыççăн "Самана" фольклор ушкăнĕпе те (ăна 2014 çулта йĕркеленĕ) тухăçлăрах ĕçлесшĕн. Çак саманта Республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов та палăртса хăварчĕ: "Республикăра, çĕршывра пандемие пула сиксе тухнă çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр регионта тĕрлĕ сферăна инвестици кĕртессипе пысăк ĕç пулса пырать. Вăл шутра культурăна та. Кивĕ Катекре уçнă çĕнĕ клуб ял халăхне кăмăлтан канма, çамрăксене тĕрлĕрен кружокра, мероприятире тавракурăма ỹс- терме, хавхаланса пурăнма пай парĕ",- терĕ вăл.
Пĕлме
Кивĕ Катекри ял клубне тĕпрен юсама 6 миллион тенкĕ ытла укçа кайнă. Вăл шутра республика бюджетĕнчен 5 959,74 пин тенкĕ. Ăна Чăваш Республикинчи "Культура хăтлăхĕ" регионти проектпа килĕшỹллĕн культура сферинчи муниципаллă учрежденисен пурлăхпа техника базине пуянлатмалли субсидипе усă курса пурнăçланă. Подрядчикĕ - "Энергострой" пĕрлешỹ.
В. ЛАРИОНОВ, Кивĕ Катекри клубри культорганизатор
Цифрăсемпе фактсем
Юлашки виçĕ çулта пирĕн районта клубсем тăвас тата вĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕллевпе 95 миллион тенкĕ укçа кайнă: 3 çĕнĕ клуб тунă, 24 клуба юсанă, пурлăхпа техника базине пуянлатнă. Ку вăл районти культура учрежденийĕсен 52,3:;
районти централизациленĕ библиотека системин çуртĕнче юсав ирттернĕ, 8 вулавăша модернизациленĕ, 1,4 миллион тенкĕлĕх кĕнеке фондне пуянлатнă;
районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине комплекслă аталантармалли программăра тата 7 культура çуртне тума, 7 клуба юсама палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)