21 июня 2019 г.
Çамрăк чухне мана хулапа ял çĕрпе пĕлĕт пекех расна туйăнатчĕ. Çулсем иртсе пынăçемĕн ял сĕмĕ те палăрмаллах улшăнчĕ. Хальхи вăхăтра Кивĕ Катекре те хăш-пĕр çемье хуларинчен кая мар пурăнать. Паян ялта ĕлĕкхилле ĕç вырăнĕ çук пулин те, çынсем пурнăçа сыпăнтармалли меслечĕсене тупаççĕ: çĕр ĕçĕпе тăрмашаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, район, республика тулашĕнче ĕçлекенсем те пур. Кăмăл пулсан икĕ алă валли ĕç тупăнать. Ял ĕçченĕ çурт-йĕрне те çĕнетет, ачи-пăчине те çитĕнтерет, çав вăхăтрах тăван ял хăтлăхĕпе капăрлăхĕшĕн те тăрăшать. Çак кунсенче çеç, акă, пирĕн ялта хамăр тăнăç пурнăçшăн кĕл туса çурта çутма Турă Амăшĕн Казанская иконĕ ячĕллĕ часовня уçрăмăр. Çакă пирĕн ялшăн, унăн историйĕшĕн паллă пулăм пулчĕ. Кĕлĕ çуртне уçма тата ăна сăваплама Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор та хутшăнчĕ, ăна çĕклеме хутшăннă уйрăм хастарсене, ял халăхне тав турĕ, пурне те нумай çул сывлăхпа тата килĕштерсе пурăнма пил пачĕ.
Савăнăçа пĕрле пайлама, паллах, пурне те кăмăллă. Пĕрле тунă ĕç тата ытларах хăпартлантарать. Сăмахăма часовня пирки малалла тăсса çакна та палăртса хăварасшăн. Унăн никĕсне пĕлтĕр кĕркунне, ял халăхĕн вăйĕпе ятăмăр. Кĕлĕ çуртне купалама, ун таврашне хăтлăх кỹме, шалти ĕçсене пурнăçлама та самай тăкакли каламасăрах паллă. Сăваплă ĕçе ялта пурăнакансем чылайăшĕ пая кĕчĕç. Уйрăм хастарсем вара ял старости Аркадий Сымкин, Александр Падисов ĕненекен ертсе пынипе пĕр ĕçрен те юлмарĕç тесен те юрать. Уйрăмах Кузнецовсен çемйине, Ю. Искачкина, С. Смирнова тата ыттисене те палăртса хăварас килет. В. Ларионов ертсе пыракан "Самана" фольклор ушкăнĕн хĕрĕсем те часовньăна хăпартнă, унта субботниксем ирттернĕ çĕре, масарта тирпей-илем кĕртнĕ е тата ытти ушкăнпа тумалли ĕçсенчен пĕрре те айккинче тăрса юлмаççĕ. Тăххăрмĕш теçеткере пыракан Пелагея Исаева вара çулне кура ыттисемпе тан вăй парса ĕçлеймест пулин те, чунĕпе ял çыннисемпе юнашарах. Ентешсене вăл ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн яланах хăй пĕçернĕ çимĕçпе сăйлать. Пĕрле тăрăшнă чухне ун пек хавхалантараканни пулни те кăмăллă.
- Районта вырăнти халăх пуçарăвĕпе пурнăçлакан ĕçсем пирки пайтах калаççĕ, çыраççĕ. Кивĕ Катексемшĕн часовня пĕрлехи вăйпа тунă пĕрремĕш объект темелле. Ял халăхĕ пĕр шухăшлă пулсан ырă улшăну тума пулатех. Çак сăваплă ĕçшĕн кар тăнисене тав сăмахĕ çеç каламалла, малашне те хастарлăха çухатар мар,- тет кăмăлтан ял старости А. Сымкин. Сăмах май каласан, Аркадий Алексеевич çак обществăлла тивĕçе тахçантанпах пурнăçласа пырать. 75 çулта иккенне пăхмасăрах староста халăхпа тачă çыхăну тытса, ватти-вĕттипе пĕр чĕлхе тупса ĕçлет.
Халăхпа пурăнакан чăнах та халсăр мар. Вырăнта тымар янă ял çыннисемпе маларах кивĕ масар картине çĕнетрĕмĕр. Кăçал шкул хыçĕнчи кỹлле чавса тасатрĕç. Унта уйрăм хастарсем пулă яма та ĕлкĕрнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн çак шыв управĕ паян питĕ кирлĕ. Пĕрле субботниксене хутшăнасси, ял уявĕсенче, ытти праçниксенче ушкăнпа савăнасси те Кивĕ Катексен ырă йăлара.
Е. КУЗНЕЦОВА, библиотекарь
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)