Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырă вырнă, вăрман каснă, хуçалăхра тăрăшнă…

19 марта 2019 г.

ПАЯН пирĕн саккăрмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш теçеткене ваклакан ĕç ветеранĕсем, хисеплĕ тыл хастарĕсем умĕнче пуçăмăра таймаллах. Вĕсем чăн-чăн паттăрсем, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Шел, вăрçă вучĕ витĕр тухнă, хăрушă выçлăх çулĕсене чăтса ирттернĕ çынсем çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Çапах та вăхăтран-вăхăта шурсухалсемпе аксакалсене пысăк юбилей ячĕпе саламласа пархатарлă ĕçшĕн тав туни пысăк чыс.

Çак кунсенче çеç Кивĕ Катекри Агафия Васильевна Бухарина ĕç ветеранĕ, тыл паттăрĕ 95 çул тултарнă. Ĕç ветеранне районти социаллă хỹтлĕх центрĕн начальникĕ Н. Никитинăпа Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ А. Майрушкин Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене çитернĕ, канлĕ те лăпкă ватлăх, çирĕп сывлăх суннă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика