12 марта 2019 г.
Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача садĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа уяв концерчĕ иртрĕ. Çитĕнекен ăру амăшĕсене, асламăшĕсене, кукамăшĕсене, аппăшĕсене савса сăвăсем вуларĕ, юрăсем шăрантарчĕ. Уява пухăннисем тĕпренчĕкĕсен ташшисене те пăхса киленчĕç.
Кăçалхи уяв Çăварнипе пĕр килчĕ. Çавна май садик ĕçченĕсем килнĕ хăнасене вĕри икерчĕпе сăйларĕç. Аслисем Çăварни юррисене те шăрантарчĕç.
Т. ТУКТИНА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)