07 марта 2019 г.
"Ырлăхра пурăнатпăр эпир халь. Республика, район ертỹçисем тăрăшнипе Татмăш ялĕнче иртнĕ çул çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Унчченхи кивелнĕччĕ. Кунта маларах тахçан лартнă сад пахчин хăрнă йывăçĕсем çеç ларатчĕç. Çĕнĕлĕхшĕн ял халăхĕ те тăрăшрĕ. Хăтлă çурт паян аякранах илемлĕн курăнать. Çулла тата та илĕртỹллĕ. Çурт йĕри-тавра чечексем ỹстеретпĕр", - терĕ пирĕн-пе калаçăва пуçласа фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ А. Максимова.
Анна Дмитриевна сывлăх хуралĕнче çĕнĕ çын мар. Кăçал унăн ĕç стажĕ 36 çул çине кайрĕ.
Кострома облаçĕнчи медицина училищинче диплом илнĕскер, тăван яла таврăннă хĕр. Ĕç вырăнĕ те хатĕр тăнă уншăн. Яваплăхĕ вара пуç тỹпинченех. 800 ытла çын пурăннă ялта. Тин çуралнă ачаран пуçласа тăнлавĕсене кĕмĕл тĕс çапнă, хул-çурăмĕсене ĕçпе пиçĕхтернĕ аслă çулхи таранчченхисенех сывлăхĕсене сăнаса тăмалла. Кĕрлĕ-çурлă район центрне тухса кĕресси мĕнле кансĕр пулнă тата. Çул çук. Атă кунчи таран пылчăк çăрăлнă. Район центрĕнчен медицина препарачĕсене, эмелсене йăтмалла тата ытти те.
Паяна çын йышĕ те чакнă. Иртнĕ çул 7 ача çуралнă. Аслисенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕр участникĕ, 3 салтак арăмĕ, 8 тыл ĕçченĕ пурăнать. Вĕсен сывлăхне тăтăш тĕрĕслесе тăраççĕ. Вăхăтран-вăхăта районти тĕп больницăран врачсем килсе çỹреççĕ.
Ĕçлĕ практики Анна Дмитриевнăн хăйĕн те çитетех. Вырăнта пирвайхи пулăшу сахал мар парать вăл. Чирлĕ çын патне каçхине те, çĕрле те тухса утма хирĕçлемест. Район больницин ансăр специалисчĕсем патĕнче учетра тăракансене вăхăтран- вăхăта сиплеве çỹремеллисене аса илтерсех тăрать. Çул çитнисене диспансеризаци тухмалли пирки асăрхаттарать. Ăнлантару ĕçĕ сахал мар тăвать. Пациентсен юн пусăмĕ ỹсни, сахăр диабечĕ, шыçă чирĕсем, шăм-шак сурни "çамрăкланса" пынине палăртать. Вĕсене аталанма хамăр пулăшатпăр мар-и? Çĕр пайĕсене илнĕрен ялсенче пурăнакансем кишĕр, çевок ытларах акса-туса илме пикенчĕç. Çум курăка хими меслечĕпе пĕтерме тăрăшаççĕ. Гербицидсене нормăпа кирлинчен ытларах сапаççĕ. Çакă сывлăша варалатех. Çĕртен шыва сăрхăнать тата ытти те.
Çыннăн пĕр енлĕ пултарулăхĕ пур пулсан ытти ĕçсенче те харсăр вăл. Анна Дмитриевна тĕрлеме ăста. Вĕтĕ канвапа мĕн тĕрлĕ пейзажа пусма çине ỹкермен-ши хĕрарăм! Килĕнчи кашни пỹлĕмĕнче илĕртуллĕ тĕрĕсем çакăнса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра вĕтĕ шăрçапа натюрмортсем ăсталать.
- Çуллахи вăхăтра ал ĕçĕпе лараймастăн. Вĕсемпе хĕллехи вăрăм каçсене çеç кĕскететĕн, - тет А. Максимова.
Кил картинче ĕне те, пăру та, качака, чăх-чĕп те усраççĕ. Тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Хурлăхантан, çĕр, хура, хĕрлĕ хăмла çырлисенчен хатĕрленĕ варенисем нỹхреп тулли. Пахчари, çурт умĕнчи çеçкесем вара çу каçипе куçа шартараççĕ. Пỹртре те чечек нумай. Вĕсем хĕл кунĕсенче те çеçке çураççĕ..
Ялти сывлăх сыхлавçин кану кунĕ те, черетлĕ отпускĕ те çукпа пĕрех. Пулăшу ыйтма пыракан патне каймаллах. Юрать мăшăрĕ, Петр Павлович, ăнланать.
Максимовсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Пĕри Шупашкарта çемйипе пурăнать. Тимофей мăнукĕ аслашшĕпе асламăшне тунсăхлаттарсах тăмасть. Ку хутĕнче те уяв ячĕпе саламлама килчĕç вĕсем. Çакна тивĕç те Анна Дмитриевна.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)