Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Ахпỹрт хоккеисчĕсем республика командин йышĕнче

15 февраля 2019 г.

Юлашки çулсенче Çĕнĕ Ахпỹртри çамрăк хоккеистсем хăйсен пултарулăхне туптасах пыраççĕ. Хăтлă та пысăк площадкăра шайбăна ăста та меллĕ вылянтарма вĕсен хăнăху пысăк. Таврана каç сĕмĕ çапсан та çутăсем лартнине пула спортсменсем киленичченех пĕр-пĕрин хапхине гол кĕртессишĕн тупăшаççĕ. Хĕл илемĕнче пиçĕхичченех шайба хыççăн хăвалани вĕсемшĕн харама кайманни тата ытларах кăмăллă.

Çак кунсенче çеç, акă Д. Уфуков, К. Калмыков тата А. Евреев республикăри команда йышĕпе Вологда хулине çитичченех хоккейла выляма кайнă. 11-12 çулсенчи арçын ачасен ĕмĕчĕсем сулмаклă. Хăйсен пысăк малашлăхне вĕсем спорт каçалăкĕнчех кураççĕ. Шанăçпа пурăнакансем телейлĕ теççĕ. Тен, тепĕр темиçе çултан çак ачасен çитĕнĕвĕсем тата ытларах савăнтарĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика