Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккей площадки ачасене хапăл

18 января 2019 г.

Çĕнĕ Ахпỹртре нумай функциллĕ хоккей площадки ĕçлеме пикенчĕ. Çавна май кунта çамрăк хоккеистсем "Ылтăн шайба" кубокне çĕнсе илессишĕн вылав ирттерчĕç.

Спорт уявне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, аталану, обществăлла инфраструктура пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Майрушкин, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул ертỹçи А. Кузнецова, хоккей командин обществăлла тренерĕ А. Михайлов сăмах илчĕç. Р. Ямалетдинов объекта уçни хоккеистсене спортра малашне тата ỹсĕмсем тума май патăр терĕ. Çĕнĕ Ахпỹртсем ку енĕпе чăннипех те хастар.

Хоккей курупкине пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн тунă. Пĕтĕмĕшле 1,2 млн тенкĕ тăкакланă. Вăл шутран 750 пинĕшĕ республика, 300 пинĕ ял тăрăхĕн бюджетĕнчен хурăннă. 200 пин тенкине ял халăхĕ пухнă. Район Пухăвĕн депутачĕ Евгений Мартышкин вара 50 пин тенкĕ ытла парса пулăшнă. Т

урнира Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи çамрăк хоккеистсен командисем хутшăнчĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика