Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьел районĕ

18 января 2019 г.

Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче нумай функциллĕ хоккей площадкине уçнă. Çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайба» кубокĕн пĕрремĕш тапхăрне ирттернĕ. Спорт праçникне райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, аталану тата общество инфратытăмĕн пайĕн пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов, хоккей командин тренерĕ Алексей Михайлов, ыттисем хутшăннă. Палăртмалла, Çĕнĕ Ахпỹртре хоккей юратакансен, ăна суйлакансен хисепĕ çултан-çул ỹсет. Çавăнпа хоккей площадкине хута янин пĕлтерĕшĕ пысăк. Ăна ятарлă программăпа килĕшỹллĕн тунă, 1,2 миллион тенкĕ тăкакланă. Çав шутра республика бюджетĕнчен – 750 пин, вырăнти бюджетран 300 пин тенкĕ уйăрнă, халăхран 200 пин тенкĕ ытла пуçтарнă. 50 пин тенкине район депутачĕ, Евгений Мартышкин фермер панă. Турнирта Патăрьел, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çамрăк хоккеистсен командисем вăй виçнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика