11 декабря 2018 г.
РАШТАВĂН 5-мĕшĕнче чылай юрăсен авторĕ Валерий Самойлов-Раштав поэт хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Кỹкеçри инвалидсен çуртĕнче пурăнакан ентешĕмĕре вăл çуралса ỹснĕ ялта пурăнакансем -Кивĕ Катекри клуб заведующийĕ В. Ларионов, "Самана" ушкăна çỹрекенсем, амăшĕ тата тăванĕсем -инçе çула çывăхлатса саламлама кайрĕç. Сăмах ăсти вĕсене пушă алăпа кĕтсе илмерĕ. Çак кунсенче Валерий Алексеевичăн черетлĕ кĕнеки "Телей кайăкĕ" ятпа 500 экземплярпа пичетленсе тухнă. Поэт кунта 2004-2018 çулсенче çырнă хайлавĕсене кĕртнĕ.
Сăмах май, Раштав кăçал икĕ кĕнеке кăларма мехел çитерчĕ. Маларахри "Кушак çури" ятпа кун çути курнăччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)