Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куполпа хĕрес хăпартнă

26 октября 2018 г.

Кивĕ Катекри Турă Амăшĕн "Казанская" иконĕ ячĕллĕ часовньăн никĕсне сентябрĕн 15-мĕшĕнче янăччĕ. Кунта çавăнтанпах, пĕр чарăнми ĕç вĕрени куç умĕнче. Октябрĕн 20-мĕшĕнче катексем куполпа хĕрес хăпартрĕç.

Çак сумлă мероприятие Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей, Первомайскинчи Христос çуралнă ячĕллĕ храм настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, Тăрăнти Николай турăш ячĕллĕ чиркỹн настоятелĕ Серафим Лялькин протоиерей, Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн "Державнăй" турăш ячĕллĕ чиркỹн настоятелĕ Александр Синяков иерей, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Майрушкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Иван Соловьев, ял халăхĕ хутшăнчĕç.

Сăваплă ĕçе ял хастарĕ, ĕç ветеранĕ Петр Кузнецов пуçарнă. Часовня тума граждансен пухăвĕнче пĕр шухăшлă пулса йышăннă. Ăна халăх вăйĕпе тума палăртнă, укçа-тенкĕ пухнă. Строительство хатĕрĕсем туянма çак ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Геннадий Игнатьев ĕç ветеранĕ, куполпа хĕресне хатĕрлеме Елизавета Быкова предприниматель укçа-тенкĕ парса пулăшнă. "Исток" агрофирма та айккинче юлман. Часовньăна тăвас ĕç малалла пырать, алăкĕпе чỹречисене вырнаçтарса шалтине хăтлăлатасси юлнă.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика