Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх пăхнăшăн куçран ырă çыннăм, ан кулян

05 октября 2018 г.

ИШЛĔ ял тăрăхĕнче аслă ăрурисене уяв ячĕпе чыслама клуба пуçтарăнчĕç. "Мерчен" ансамбль савăк юрăсем шăрантарчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Юркина асаттесемпе асаннесене, кукамайсемпе кукаçисене ăшă сăмахсемпе саламларĕ.

Вăрахчен пычĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçу.

Тепĕр кунхине вара çак йыш библиотекăна пуçтарăнчĕ. Ватăсене саламлама кунта шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

Ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ М. Карпова аслă çулхисене вăрăм ĕмĕр, сывлăх сунчĕ.

Библиотека заведующийĕ О. Кутузова юрăсем шăрантарчĕ. Л. Красновăпа О. Леонова та хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Сăмах-юмах кашнийĕн тупăнчĕ. А. Красновăпа З. Григоревна вăхăтĕнче пĕр класра вĕреннĕскерсем. Çамрăк чухнехине куççуль витĕр аса илчĕç вĕсем.

Паянхи пурнăç килĕшет аслă çулхисене. Вăхăтĕнче терт-нушине сахал мар курнă вĕсем. Халĕ ачисен хỹттинче, мăнукĕсен ытамĕнче ытларахăшĕ.

х х х

КИВĔ КАТЕКРЕ те аслă çулхи çынсене яланах хисепе хунă. Вĕсене манмаççĕ, кашни çулах клубра чыслаççĕ. Малтанах районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина пухăннисене саламларĕ, унтан сцена çине "Самана" ушкăн тухрĕ. Çак ушкăн пултарулăхĕнче уйрăмах В. Раштав сăввисемпе кĕвĕленĕ савăк юрăсем янăрарĕç. Н. Падисовăпа Н. Кувшинова юрланă "Каçарать атте-анне", И. Кошкина "Чунăм, ан кулян", А. Антоновăпа Г. Солдатова "Ах пурăнăç, пурăнăç", Е. Кузнецовăпа Е. Ларионова "Пурнăç урапи" юрăсемпе чуна витерчĕç.

Ватăсем те ушкăнпа юрларĕç. Чылайăшĕн куçĕнчен куççуль юхрĕ. Кăмăла тупма та, хăварма та пулать. Ялти аслă çулхисем уяв каçĕпе кăмăллă пулчĕç.

х х х

ШĂХАЧРИ библиотекăри черетлĕ уява "Ватлăх пултăр савнăçлă" ятпа йĕркелерĕç.

Аслă çулхисене район администрацийĕн представителĕ М. Шадрикова, ял тăрăхĕн специалисчĕ Н. Дунаева, шкул-сад директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В. Мылова саламларĕç.

Чунĕпе çамрăкскерсен кашнийĕн пурнăçĕ интереслĕ. Тăрăшуллă ĕçре палăрнă вĕсем, ача-пăча çуратса ỹстернĕ, халĕ мăнукĕсемпе киленеççĕ. Сăмах май çакна та каламалла, уяв ячĕпе саламласа кĕçĕн çулхисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

"Умарина" ансамбль юрăсемпе савăнтарчĕ.

Администраци тата культура ĕçченĕсем те айккине юлмарĕç.

х х х

АЛМАНЧĂ ялĕнче те Ваттисен кунне чыслăн паллă турĕç.

Аслă ăрурисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин саламларĕ.

Ял тăрăхĕн кураторĕ, Шăмăршă лесничествин лесничийĕ Г. Фомин, фермер хуçалăх ертỹçи А. Петров, ветерансен канашĕн ертỹçи Б. Французов, ял старости Н. Чихин аслă ăрурисене ырлăх-сывлăх сунчĕç.

"Туслăх" ушкăн, ачасен "Рассвет" эстрада ушкăнĕ асатте- асаннене, кукаçи-кукамая хăйсен юрри-ташшипе хавхалантарса савăк кăмăл парнелерĕç.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçура тĕрлĕ ыйту çĕкленчĕ.

А. ИВАНОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика