Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă

14 сентября 2018 г.

Мария МАЙРУШКИНА, ĕç ветеранĕ, тыл хастарĕ:

_ Аслă ăру çыннисем паянхи евĕр ытлă-çитлĕ пурăнман. Тепĕр чухне çамрăк чухнехи çăмăл мар вăхăтсене аса илетĕп те тĕлĕнетĕп: мĕнле чăтăмлă та тăрăшуллă, туслă пулнă халăх. Тĕрлĕ наци çынни пĕр шухăшлă, пĕр тăван евĕр пулнăранах пирĕн çĕршыв Аслă вăрçăра та нимĕç фашисчĕсене çĕнтерчĕ, ун хыççăнхи йывăрлăха та парăнтарчĕ, пурнăçа йĕркелесе ячĕ.

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат страницинче хисеплĕ ватăсем пирки тăтăш çыраççĕ. Кăçал 90 çул тултарнисем те ку таранччен сахалăн мар пулчĕç. Тĕрĕссипе, эпĕ те вĕсен йышĕнче. Çак кунсенче район, ял тăрăх администрацийĕн представителĕсем, çывăх тăванăмăрсем пысăк менельник ячĕпе саламларĕç. Манăн шăпам вара чылай юбилейçĕсенни евĕрех темелле. 13 - 14 çултах ура çине ĕне пуснă: вăкăрпа сĕт турттарнă, Улатăрта вăрман каснă, шартлама сивве пăхмасăр окоп чавнă, торф та кăларнă... Ун чухне ĕçе пайласа, уйăрса тăман. Чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Пĕр наци çынни теприне нихçан та тĕртсе яман, пĕрле, пĕр шухăшлă пулнă. Каярахпа сурăх ферминче, бригадăра тата ытти çĕрте те тăрăшрăм. Ун чухне те коллективри туслă çыхăнупа çитĕнỹ туса пыраттăмăр. Мĕншĕн тесен кирек мĕнле ăнăçу та пĕрлехи вăйран килет. Çавăнпа та паянхи çамрăксене, çитĕнекен ăрăва яланах пĕр чăмăрта пулма ырă сунасшăн. Ватăсене хисеп туни, чăваш, вырăс, тутар тата ытти халăх çыннисем пĕрле килĕштерсе пурăнни хăй пысăк çитĕнỹ тесе шутлатăп.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика