20 июля 2018 г.
Кашни ашшĕ-амăшĕ ачисен çитĕнĕвĕшĕн, вĕсем пирки ыттисем ырă калаçнишĕн савăнать. Татмăшра пурăнакан Смирновсем те Александр ывăлĕ салтакран Тав çырăвĕпе таврăнсан чунтанах хĕпĕртерĕç. Унта çар чаçĕн командирĕ С. Тазин подполковник А. Смирнов служба вăхăтĕнче çар присягине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине, хăйне шаннă тивĕçре пултарулăх кăтартнине, çапăçу хатĕрленĕвĕсен нормативĕсене ăнăçлă пурнăçланине, спортпа туслине пĕлтернĕ. Çавăн пекех Сашăн пуçарулăхне, ĕçлĕхне, çакăншăн темиçе хутчен те ăна хавхалантарнине, офицерсемпе сержантсем, юлташĕсем умĕнче хисеп çĕнсе илнине, спортпа культура мероприятийĕсене хастар хутшăннине палăртнă. Тăван çĕршыва сыхлама юрăхлă ывăл çитĕнтернĕшĕн тата тивĕçлĕ воспитани панăшăн Василий Александровичпа Марина Васильевнăна тав тунă.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)