Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕр тепĕр кĕнеке кăларнă

06 июля 2018 г.

Кивĕ Катекре çуралса ỹснĕ Валерий Самойлов-Раштавăн пултарулăхĕ пирки районта илтмен çын та çук пуль. Чĕлхи яка, ытарлă пулнăран вăл çырнă сăвăсем аслă çултисемшĕн те, çамрăксемшĕн те питĕ çывăх. Раштавăн хайлавĕсенчен нумайăшне юрра хывнă, вĕсене Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Валентина Волкова тата ытти юрăçсем те сцена çинче шăрантараççĕ. 2013 çулта В. Раштава пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем çуралнă кунĕпе сăввисене пухса "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" кĕнеке кăларса парнелерĕç.

2015 çулта вара Валерий хăй вăйĕпе теприне "Телей кайăкĕ" ятпа кун çути кăтартрĕ. Талантлă поэт-юрăç çакăнпа çеç лăпланмарĕ. Нумай пулмасть ентешĕмĕрĕн çĕнĕ хайлавĕсен пуххи пин экемплярпа "Кушак çури" (ỹкерчĕкре) ятпа пичетленсе тухрĕ. Унта таса та черчен юрату, çирĕп туслăх, тăван тавралăх, туслăх тата ытти пирки те çырнă сăвăсем кĕнĕ. Çавăн пекех В. Самойловăн çамрăк, хальхи вăхăтри сăн ỹкерчĕкĕсемпе, вăл ỹкернĕ ỹкерчĕксемпе паллашма май пур.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика