Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стартра - çăмăл атлетсем

22 мая 2018 г.

Районта "Патăрьел - Татмăш" маршрутпа çăмăл атлетсен чупăвĕ иртрĕ. Ăна педагогика наукисен кандидатне, марафон чупăвĕпе СССР чемпионĕ пулнă, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне, СССР спорт мастерне А. Улангина халалланă

. Аркадий Григорьевич 1930 çулхи майăн 17-мĕшĕнче Татмăшра çуралнă. Ачалăхĕ тăван ялта иртнĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ хыççăн Мускав патшалăх пединститучĕн аспирантуринче пĕлỹ пухнă. Вăл - педагогика наукисен кандидачĕ. Пĕтĕм пурнăçне физкультурăпа спорта панă. Вăрăм дистанцисене чупас енĕпе темиçе хутчен РСФСР тата Чăваш АССР чемпионĕ пулнă. 10 ытла спорт мастерĕпе СССР рекордсменне, Çуллахи ХХ Олимп вăййисен участникне, чемпионне Н. И. Пуклакова хатĕрленĕ.

Чупăва 8 çултан пуçласа 70е çитичченхи 130 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Старта тăракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, Патăрьел тата Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Н. Ялуковпа А. Майрушкин, Татмăшри пуçламăш шкул-сад директорĕ В. Солдатова, Р. Сафиулловпа В. Салмин спорт ветеранĕсем саламларĕç.

Хăйсен ỹсĕм виçисенче 1,5 çухрăма чупса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти П. Ху- раськина, Первомайскинчи А. Удалов пĕрремĕш вырăна тухрĕç. 3,5 çухрăмри дистанцире Первомайскинчи вăтам шкулти К. Лепешкинăпа В. Ендеев финиша малтан çитрĕç.

8 çухрăмлă дистанцие Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти А. Соколовăпа Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи С. Макаров малтан парăнтарчĕç.

18 çултан аслăраххисенчен финиша Патăрьелĕнчи Р. Вахитов пĕрремĕш кĕчĕ. Ветерансенчен Хурами Тварти Т. Давыдов пуринчен те маттур пулчĕ.

Ăмăртусем вĕçленсен çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсене, медальсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Шкул-сад коллективĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ, шалти ĕçсен пайĕпе медицина ĕçченĕсем те чупăва йĕркеллĕ ирттерме пулăшрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика