Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мирлĕ пурнăçшăн, çутă тỹпешĕн…

08 мая 2018 г.

Аллăмра -Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн, 1921 çулта Çĕнĕ Ахпỹртре çуралнă, халĕ Козловкăра пурăнакан М. Наташкинăн (ỹкерчĕкре) ал çырăвĕ. Михаил Тимофеевич вăрçăри тата ун хыççăнхи пурнăçне çакăнта йăлтах çутатнă. Ветеран ăна мана вуласа тухма, усă курма пани те кĕтменлĕх пулчĕ. Маларах вара Юман тетепе (ялта ăна çапла чĕнеççĕ. -Авт.) чылайччен калаçса лартăмăр. 98 çула кайнă арçын çарти пурнăçĕнчи самантсене ĕнер пулнă пек каласа пачĕ. Ăна итлесе ларнă чухне пуçра пĕртен-пĕр шухăш пулчĕ: епле чăтнă-ши? Эпир паян кăшт йывăрлăха лексенех ик алла та лăш усатпăр, вĕсем вара тăшманпа выçăллă-тутăллă çапăçнă, куллен тенĕ пек вилĕмĕн сивĕ алли хăйсене хыпашланине туйнă, апла пулин те пуç усмасăр Çĕнтерỹ патне утнă.

Тăшманпа тылра та кĕрешнĕ

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ... Шăпах çак кун фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăннă. Çынсен пурнăçĕ тỹрех икке пайланнă: вăрçă умĕнхи тата вăрçă вăхăтĕнчи. Ялсенче вăй питти арçынсене пĕрин хыççăн теприне тăшманпа çапăçма ăсатнă. Юмана вара ытти каччăсемпе, хĕрсемпе хĕрарăмсемпе, ачасемпе пĕрле Улатăрти Сăр шывĕ патне хỹтĕлев линине тума илсе кайнă. 1941-1942 çулсенчи сивĕ хĕле пăхмасăр вĕсем танксем ан каçайччăр тесе шăннă çĕре кирккасемпе, лумсемпе чавнă. Ĕçе вĕçлесен этемлĕхĕн черчен пайне тата 18 çул тултарманнисене килне янă, яшсене дзотсенче хурал тăма хăварнă. Çăвăнмасăр, мунча кĕмесĕр пурăннăран пурте пыйтланса кайнă, анчах ним тума та çук. Мускав çывăхĕнчен тăшмана хăваласа ярсан тин М. Наташкин ыттисемпе пĕрле киле таврăннă. Анчах çĕршывра хаяр çапăçу пынă вăхăтра ăна ялта нумай пурăнтарман, Киряри вăрман комбинатне ĕçлеме янă. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче тин тăван тăрăха çаврăнса çитет. Çак уйăхрах çара кайма повестка параççĕ.

-Апрелĕн 20-мĕшĕнче Канаша тухса кайрăм, мана Федор Абрамов лашапа леçсе ячĕ. Май уйăхĕнче Шупашкарта çар ĕçне хăнăхтарма пуçларĕç. Эп унта нумай вĕренеймерĕм, вĕрилентерекен тифпа чирлерĕм. Госпитальте сипленнĕ хыççăн вăй пухма тесе киле ячĕç, -тесе аса илчĕ ветеран.

Икĕ уйăхран Михаил Тимофеевича тепĕр хут повестка параççĕ, вăл хальхинче Удмурт АССРĕнчи Ижевск хулине лекет. Кунта çар ĕçне малалла алла илет.

Фронта кайни

Сталинград патĕнче хĕрỹ çапăçусем пынăран Ижевскри салтаксене вĕренсе пĕтеричченех вăрçа илсе каяççĕ.

"Фронта каймалла пулать тенĕ хыççăн мунча кĕртрĕç, çĕнĕ тум пачĕç... 10 кунлăх паек илтĕмĕр. Выçăхнипе икĕ кунта икĕ буханка çăкăра çисе ятăм. Мĕн тăвас тен, пур патне алă пырать. Ижевскрах тавар турттаракан вакунсене лартрĕç. Кунта салтаксем хушшинчи туслăх аталанса пычĕ. Пиртен чылай аслăрах, вăтам пỹллĕ те кĕрнеклĕ, илемлĕ салтак час-часах юрăсем юрлатчĕ".

(М. Наташкин ал çырăвĕнчен, малалла вĕсене курсивпа çеç паллă тăвăпăр).

Çулне кура мар Юман тетен сасси уçă. Фронта кайнă чухне юрланă "Священная война" юрра вăл ура çине тăрсах шăрантарчĕ. Пĕр такăнмасăр! Кашни йĕрки унăн чĕри витĕр тухни сисĕнчĕ. Хушса юрламалли тĕлне çитсен куçĕ шывланчĕ. Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитнĕ пулсан та хаяр та хăрушă вăрçă çулĕсене аса илме çăмăлах мар пуль.

Фронтăн малти линине çитсен 20 салтака, вĕсемпе пĕрле пирĕн ентеше те, çиччĕмĕш гвардейски мехбригадăна янă. Тепĕр куннех ĕнерхи вĕренекенсем çапăçăва кĕнĕ.

О. ПАВЛОВА.

Малалли пулать

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика