Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Лаптăка кăçал та чакармастăп»

20 апреля 2018 г.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт халăхĕ севок тухăçлă çитĕнтернине халĕ çĕршывĕпех пĕлеççĕ.Çак кунсенче ял варринчи çулпа мăнаçлă фурăсем унталла та кунталла иртни никама та тĕлĕнтермест.Çулленех çак вăхăталла Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен севок туянма килессе кĕтекен халăх вĕсене хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ.

Владислав Михайлов хресченфермер хуçалăхĕнче те халăх хĕвĕшет — управра чипер хĕл каçарнă сухан вăрлăхне рабочисем суйласа-кушăхтарса сутма хатĕрлеççĕ.

— Вĕсем хамăр ялтанах, —пĕлтерчĕ фермер. — Çулла çум çумланă чухне 60-70 çынна та çитет. Алексей ывăлăм ЧПУра экономист пĕлĕвне илчĕ пулсан та манпа пĕрле хирте вăй хума кăмăл турĕ. Акара тракторпа ĕçлет. Хам та çамрăк чухне пайтах çÿретнĕ ăна. Халĕ тивĕçлĕ кану çулĕсенче пыратăп та — çамрăксене шанатăп. Штатра тăракан Денис Артемьевпа Алексей Кадуков механизаторсем МТЗ-82 хурçă утран уйрăлмаççĕ. Эпĕ пысăк ĕçе пуçăннă чухне ялĕпе те 2 трактор çеçчĕ. Халĕ шутне пĕлместĕп. Мăшăрăм Елизавета Николаевна рабочисем валли апат хатĕрлет, хăш чухне бухгалтер-кассир тивĕçне те пурнăçлать.

Михайловсен хирте 60 гектар çĕр пур. Пусă çаврăнăшне тытса пыма тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ /ара, пĕри тухăç памасан теприн вăл пулатех/: урпа, çĕр улми, кишĕр, хĕрлĕ кăшман…

Тата, паллах, севок. Пĕлтĕр ăна 13,5 гектар çинче туса илнĕ. Хура пусăра фермер çу каçипех çум курăкпа кĕрешет. Çавăнпа гербицидпа сахал усă курать. Чи кирлĕ вăхăтра — акнă хыççăн шăтса тухиччен тата çĕртме тăвиччен 2 эрне маларах пĕтĕм лаптăка им-çамлать.

— Хăш-пĕр çул тупăш самаях илетпĕр-ха, — тет малалла. — Унсăрăн техника туяннă пулăттăмăр-ши? Кил-çурта та этем ретлĕ хăтлăлатас çукчĕ. Анчах çулпа çул пĕр килмест. «Çĕр пуйтармасть те, выçăпа та вĕлермест», — тесе ваттисем ахальтен каламан çав. Кал-кал аталанса пынă çĕртех кăçал мĕн куратпăр?

Севок нихçанхинчен йÿнелчĕ. Кăнтăртан килекенсем хака чакарса çÿреççĕ. Килограмне 15-20 тенкĕлле сутма ыйтаççĕ. Ку хакпа пурнăçа епле йÿнеçтермелле?

Çавăнпа хăшĕсем севок пуссине пĕчĕклетме шухăшлаççĕ. Эпĕ вара лаптăка кăçал та чакармастăп. Манăн шухăшпа, хак яланах пĕр шайра тăмасть. Темĕнле пулсан та шанăçа çухатмалла мар. Çав вăхăтрах хĕрлĕ кăшман юлашки вăхăтра самаях хакланчĕ. Шел, нÿхреп-путвал таврашĕ çукран ăна кĕркуннех йÿнĕпех сутса пĕтертĕм.

Тăрăшуллă хуçа пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçлассине çирĕп йĕркене кĕртнĕ. Техникăна тĕрĕслев витĕр ăнăçлă кăларнă, çунтармалли-сĕрмелли материал, пĕрчĕллĕ удобрении çителĕклĕ туяннă. Тырă вăрлăхне 3 çулта пĕрре çĕнетет: элитăран пуçлать те иккĕмĕш репродукцире чарăнать. Кăçал юлашки тапхăртипе çырлахасшăн. Ялан элита акма май килмест — кĕсье самаях çÿхелет. Хаклă пирки комбайн туянман вăл. Тепĕр тесен, 20 гектаршăн хир карапĕ кирлех-ши? Хальлĕхе юлташĕсен пулăшăвĕпе усă курать. Фермерăн шухăшсен авăрне чăмса пуç ватмалли тупăнсах тăрать. Халăх çĕр улми пуçтарма уя йышлă тухнăран техника тĕлĕшĕнчен копалка çеç пулсан та пăрахмасть-ха «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерме Владислав Александрович.

10 гектар çинчен те технологие çирĕп пăхăнса пысăк тухăç илсен çемье бюджетне тупăш самаях кĕнине вăл ăнланмасть мар.

Севок чи пысăк услам панине Çĕнĕ Ахпÿртре кашни çын лайăх пĕлет. Вăл шутра В.Михайлов фермер та. Çавăнпа вăл унăн лаптăкне кăçал та пĕчĕклетесшĕн мар.

Валентин ГРИГОГЬЕВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика