Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторсем юсавлă - ĕçе тухма кăмăллă

13 апреля 2018 г.

Районта хальхи вăхăтра çулленех иртекен техника тĕрĕслевĕ пырать. Ятарлă комисси кашни ял тăрăхĕнчи уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен тракторĕсене, кăкарса çỹремелли хатĕрĕсене тĕрĕслет. Апрелĕн 10-мĕшĕнче вĕсем Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче пулчĕç.

Евгений Мартышкин фермер техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хатĕр- ленни куç умĕнчех: 5 трактор та вĕр çĕнĕ пекех. Вĕсем хушшинче 2006 çултанпа усă кураканни те, пĕлтĕр туянни те пур, апла пулин те вăхăтра юсаса, сăрласа тăнăран пĕрне те кивелнĕ теме чĕлхе çаврăнмасть. Трактористсем те çителĕклĕ. Сăмах май, механизаторсем пурте тенĕ пекех çамрăк. 

-Патăрьелĕнчи професси училищинче, халĕ агротехникум ĕнтĕ, вĕреннĕ вăхăтра фермер хуçалăхне практикăна килчĕç. Тракторсемпе çỹреме, акма, сухалама хăнăхрĕç. Салтакран таврăннă хыççăн ман патра ĕçлеме кăмăлĕсем пуррине пĕлтерчĕç. Яшсене йышăнтăм, вăй хума условисем туса пама тăрăшатăп. Тата акă мĕн калас килет: çамрăксемшĕн пирĕн хамăрăн та тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла, - тет Евгений Михайлович

. Патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ И. Васильев поворотниксем, тормоз, руль управленийĕ, сигнализаци мĕнле ĕçленине пăхрĕ. Пысăк çитменлĕхсем пулмарĕç. Кашни "хурçă ут" çинчех аптечка, огнетушитель пур. Кăкарса çỹремелли хатĕрсене те - сеялкăсемпе культиваторсене - тирпейлесе лартнă. Пĕлтĕр МТЗ-82.1 маркăллă тракторпа пĕрлех культиватор та туяннă.

Фермер хуçалăхĕнче акана паян тесен паян тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материал, минераллă удобренисем турттарса килнĕ. Çĕр улми, тырă, сухан вăрлăхĕ сутлăх та пур. Комисси членĕсем "Родина" ял хуçалăх производство кооперативĕн паркне те çитрĕç. Шел пулин те, кунта кăçал çуркунне çитессе шанман-тăр, çавна май техникăна та хатĕррисен ретне лартма васкаман...

Çĕнĕ Ахпỹртри, Кивĕ Катекри, Татмăшри уйрăм çынсем те çак кунах тракторĕсене патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларчĕç. Анчах темшĕн ялсенчи хăш-пĕр "хурçă ут" хуçи техникăна кил умĕсенчен те хускатман. Хирте документсăрах çỹреме пулать тенĕ-ши? Май уйăхĕнче "Частник" операци пуçланать, ун чухне патшалăх техника надзорĕн инспекторĕпе пĕрле çул-йĕр инспекторĕсем те çула тухаççĕ. Тивĕçлĕ документсем çуккисене пуçран шăлмĕç: штраф параççĕ, тракторсене ятарлă лаптăка (штрафплощадкăна) илсе кайма та пултараççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика