22 февраля 2018 г.
Вăрнар районĕнче хоккейла выляса республикăра мала тухассишĕн турнир иртрĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлеме пĕрлештернĕ команда йышĕнче Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем те тивĕç пулчĕç.
"Олимп" команда икĕ ушкăнра та пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕ. Вăтам ушкăнра каччăсем Муркаш, аслă ушкăнра Канаш районĕсен çамрăкĕсене парăнтарма пултарчĕç. Çĕнтерỹçĕсем дипломсене, медальсене тата икĕ кубока тивĕçрĕç. Ачасене вăйă ăсталăхĕпе А. Михайлов физкультура учителĕ паллаштарать.
А. ИВАНОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)