Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă халатпа - 45 çул

20 февраля 2018 г.

"Аслă çулхи пациентсем "пехил" тесе тав туни малалла ĕçлеме хавхалантарать",_-тет районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕн врачĕ Е. Тукмакова. Чăнахах та ырă сăмах эмелтен те хаклăрах теççĕ. Çакна ăша хывса тăрăшать те Елена Петровна Тукмакова.

"Шурă халат тăхăннă çынсене ача чухнех кăмăллаттăм, вĕсем мана пирĕшти пекех туйăнатчĕç. Çавна пулах врач профессине суйларăм",- тет вăл. Çĕнĕ Ахпỹртри Тукмаковсен йышлă çемйинче çуралса ỹснĕ пулас тухтăр. Амăшĕ - Анастасия Дмитриевна -учительницăра, ашшĕ - Петр Васильевич - тĕрлĕ должноçра, нумай çул "Родина" колхоз председателĕнче вăй хунăскерсем ачисене вĕрентессине малти вырăна хунă. Çемьере ултă ачаран иккĕмĕшĕ пулнă май, Еленăн кил хушшинчи ĕçсемсĕр пуçне шăллăсемпе йăмăкĕсене те пăхмалла пулнă. Çапах та вĕренỹ уншăн малта пулнă. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн хĕр Горькинчи (халĕ Чулхула) медицина институтне вĕренме кĕрет. 1973 çулта терапевт-тухтăр дипломне алла илсе Улатăр хулин тĕп больницинче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Патăрьел район тĕп больницине терапи уйрăмĕн врачĕ пулса вырнаçать. Çавăнтанпах Елена Петровна Тукмакова районти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче вăй хурать. 45 çул ун çийĕнче шурă халат. Çак вăхăт хушшинче тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ, пĕр вăхăт тĕп врачра та вăй хунă. Хăйне шанса панă кирек хăш ĕçе те тивĕçлипе пурнăçласа пынă, халĕ те чунне парса ĕçлет, çамрăксене вĕрентет. Мĕн чухлĕ тимлĕх, чăтăмлăхпа сăпайлăх кирлĕ çакăн валли.

"Чуна парса ĕçлемесен кун пек ĕçре тытăнса тăма йывăр. Çăмăллăн, çиелтен пурнăçлакан ĕçĕн хакĕ çук, çакна яланах тĕпе хунă та. Пирĕн вара уйрăмах яваплă пулмалла, йăнăшма юрамасть. Алăра - çын пурнăçĕ-çке. Хальхи саманара, 30-40 çул каяллипе танлаштарсан, ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Тĕрлĕ аппаратура юнашар, вĕсем чирлĕ çынна тĕрĕс диагноз лартма, васкавлă пулăшу пама пулăшаççĕ. Унчченхине аса илетĕп те тĕлĕнетĕп, епле ĕçленĕ-ши тесе. Сыватмăш çурчĕ те кивĕччĕ, сивĕччĕ. Çамрăкскерсем санитаркăсемпе пĕрле вутă çурнă, йăтни те пулнă, çапах та ĕçлеме интереслĕччĕ. Пĕр-пĕр чирлĕ çын вилсен шелленипе çĕрĕпе çывăрайманни те пĕрре мар пулнă, пурте чĕре витĕр тухнă. Каярахпа, вăхăт иртнĕçемĕн, лăплантăм, хăнăхрăм пуль.

Пурнăç лайăхланса пыни, пирĕн вырăна çамрăк тухтăрсем йышăнни савăнтарать", - тет тухтăр. Çак кунсенче вăл хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ.

Çур ĕмĕре яхăн çын сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, унăн пархатарлă та хисеплĕ ĕçĕшĕн Елена Петровна тав сăмахĕсене тивĕçлех.

Н. МАЗЯКОВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика