Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухтăр кубокĕ – Кивĕ Ахпÿртсенче

10 января 2018 г.

Сăкăтсем хăйсен ял çыннине, райбольницăра тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкина асăнса кăçалхипе улттăмĕш хут волейбол турнирĕ йĕркелерĕç. Вăтам шкул спорт залĕнче сакăр команда тупăшрĕ мала тухассишĕн. Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Чернов, «Красное Знамя» хуçалăх ертÿçи П. Никифоров, Сăкăтри вăтам шкул директорĕ А. Падусев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, Вăрнар район   больницин     тĕп  врачĕ Н. Тинюков, спорт ветеранĕ И. Хитров, тăванĕсем çитĕнÿсем суннă май Николай Александровичăн кун-çулне аса илчĕç, çав вăхăтсене куç умне  кăларчĕç.

Хĕрÿ кĕрешÿре куçса çÿрекен кубока Кивĕ Ахпÿртсем çĕнсе илчĕç. Сăкăтсем иккĕмĕш, Шăнкăртамсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Турнир тивĕçлĕ шайра ирттĕр тесе Николай Александровичăн çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕ, пĕлĕшĕсем, кÿршисем тăрăшрĕç. Яланхи пекех тĕп спонсор «Мастер+» сервис центрĕ (ертÿçи Ю. Елкин, тăван шăллĕ)  пулчĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика