Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Севока типĕре шăвараççĕ

02 июня 2017 г.

Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи Евгений Мартышкин хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе 5 çул каялла паллашнăччĕ. Халĕ ХФХ епле аталанать-ха? Ака акма пĕлтĕр ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче тухнăччĕ, — терĕ Евгений  Михайлович. — Кăçал пĕрремĕш йăрансене 10 кун каярах юлса варăнтартăмăр. Пурĕ 15 гектар çинче пăхса çитĕнтеретпĕр.

Севок вăрлăхĕ паха, Сербирен илсе килнĕ. Шăтаслăхĕ питĕ лайăх — 97%. Культурăна 10 гектар çинче шăваратпăр.

Пăла шывĕ хĕрринчи лаптăкра сип-симĕс сухан речĕсем çĕршер.Вĕсен хушшинчи хура тăпра çинче çум курăк пач çук.

— Ăна пĕтерес тесе чернушка акнă хыççăн 10 кун хушшинче химии препарачĕ сапса тухрăмăр, — ăнлантарчĕ фермер. — Çавăнпа шăтмарĕ. Çум курăк каярахпа пур-пĕр шăтать. Унпа кĕрешме тиветех.

Кăçал тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ. Çакна шута илсе культурăна иртнĕ çулхинчен каярах — çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче — шăварма пуçланă.

Е.Мартышкин Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕнчи иртнĕ çулсенче усă курман 82 гектар çĕре сухаласа-акса пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кунсăр пуçне çĕр улми 32 гектар лартнă, хĕрлĕ кăшманпа кишĕр 1-ер акнă. 20 гектар çинче сидерат культурăсене /рапспа горчица/ çитĕнтерсе тăпра пулăхне лайăхлатать.

Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕ çумĕнче  çĕрулми тата севок управĕсем туса лартнă. Шалти сывлăша автомат йĕркелет — хĕлле продукцие ăнăçлă упрама май паракан температура тытса тăрать. «Иккĕмĕш çăкăр» та, севок та çĕрсе шăнмасть. Суйласа сутса пĕтереççĕ. Ку ĕçе 10-12 çынна явăçтараççĕ.

Хуçалăхăн пурĕ 200 гектара яхăн çĕр. Ял хуçалăх культурисене акас-лартас, пухса кĕртес, тирпейлес ĕçсене механизациленĕ. МТЗ трактор — 4, тăпрана кăпкалатмалли тĕрлĕ йышши машина çителĕклех. Тепĕр МТЗ туянмашкăн кредит илме документсем хатĕрлесе çитернĕ.

ХФХ тĕллевĕсемпе кăсăклантăм.

— Севок тупăшлă культура, —терĕ Евгений Михайлович. — Лайăх сутăнать. Вăл хуçалăха аталантармалăх ÿлĕм те парасса шанатпăр. Кăçал тырă хумалли ангар тума пуçласшăн.

Евгений Михайлович мăшăрĕ Людмила Вячеславовна бухгалтер хуçалăхăн укçа çаврăнăшне йĕркелет, налук-тÿлевпе вăхăтра татăлать, финанспа çыхăннă ытти ĕçе вăхăтра пурнăçлать. Кĕркунне, севок пухнă чухне, ĕçлекенсем валли апат хатĕрлесе ĕлкĕрет.

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика